АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика çитĕнĕвĕсемпе Мускавра паллашнă

03 февраля 2016 г.

Кăрлачăн 28-29-мĕшĕсенче Мускавра Раççей Федерацийĕн Общество палатин пленарлă ларăвĕ иртнĕ. Пĕрремĕш кун унта Чăваш Республикин презентацине йĕркеленĕ. Меропрятие республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă.

Ларăва хутшăннисем Чăваш Енĕн курав экспозицийĕпе _ регионăн экологи, культура, спорт, ача-пăча, ял тата туризм проекчĕсемпе _ паллашнă. Уйрăмах Вăрнарти тата Шупашкарти аш-какай комбиначĕсен продукцийĕ, "Акконд" фабрикăн конфечĕсем, "Изамбаевский" сĕт завочĕн сырĕ пысăк хака тивĕçнĕ.

Чăваш Республикин Общество палатин председателĕ Алексей Судленков каланă тăрăх _ презентаци республика çитĕнĕвĕсемпе федераци шайĕнче паллаштарма, регион палатипе ЖКХ, вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн, предпринимательлĕх, культура ыйтă- вĕсемпе çыхăну тытас текенсен йышне ỹстерме май панă. "Мероприятие республика Пуçлăхĕ хутшăнни тата пленарлă ларура тухса калаçни презентаци сумне тата та ỹстерчĕ, çĕршыври регионсен представителĕсене Чăваш Енпе ытларах кăсăклантарчĕ", _ палăртнă Алексей Судленков.

Чăваш Республикин экспозицийĕпе хăнасем пленарлă ларăвăн иккĕмĕш кунĕнче те _ унта Раççей Федераци- йĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин та пулнă _ паллашнă.

Чăваш Республикин презентацийĕ иртнĕ вăхăтра республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Общество палатин секретарĕн пĕрремĕш çумĕпе, Раççей Геро- йĕпе, "XXI ĕмĕр салтакĕ- сем вăрçăсене хирĕç" ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕпе Вячеслав Бочаровпа тĕл пулнă. Вячеслав Бочаров Чă- ваш Республикинче кадет юхăмĕ ăнăçлă аталанса пынине, вăл çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре ачасемпе çамрăксен физкультурăпа тата спортпа туслаштарассине пысăка хуни, юлашки çулсенче пĕр спорт объекчĕ те хупăнманни, 34 пин ача спорт шкулĕсенче ăсталăхне туптани çинчен каласа кăтартнă. Çавăн пекех республика Ертỹçи "Олимп" стадион, "Шупашкар-Арена" пăр керменĕ пек хальхи йышши пысăк объектсем пурри Чăваш Енре тĕнче шайĕнчи ăмăртусене пысăк пахалăхпа ирттерме май панине пĕлтернĕ.

"Хыпар" хаçатран

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика