03 февраля 2016 г.
Иртнĕ эрнере тĕп хуламăрта шалти ĕçсен министерствинче республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конференицирен шăпах çакнашкал шухăшсемпе тухрăм: компьютер ĕмĕрĕ ансат çыхăну, тулли информаци пухмачĕпе пĕрлех çынсем валли тăкакпа, сăтăрлăхпа çыхăннă пăтăрмахсене те илсе килчĕ. Çапла вара юлашки çулсенче хакер, спамер, фишер... текен ăнлавсене çине-çинех илтме пикентĕмĕр. Вĕсем шăпах паян киберпреступленисен шутне кĕреççĕ те. Урăхла каласан хура ĕçпе çыхăннă çакнашкал çынсем вăрттăнлăхри парольсене çĕмĕреççĕ, сиенлĕ программăсене, суя, усал хыпарсене сараççĕ тата ытти те. Хальхи вăхăтра киберпреступлени уголовлă майпа айăплаканнисен ушкăнĕнче. Паян телефонпа улталаса суя СМСкăсем ярса е шăнкăравласа çынсенчен укçа-тенкĕ ыйтса илнĕ, çапла вара вĕсене чике тăршшĕ лартнă тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулнине шута илсех пресс-конференци тĕп темине те çакнашкал ыйтупах çыхăнтарнă: "Киберпреступления и телефонные мошенничества".
Журналистсемпе куçа-куçăн калаçу пуçариччен республикăри шалти ĕçсен министерствин уголовлă шырав управлени уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, полици подполковникĕ Евгений Андреев республикăра иртнĕ çул ултавпа çыхăннă тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăк тăршшĕпе вĕсем сахалах мар: мошенниксем пирки 1160 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 102 тĕслĕхĕ ялсенче пулнăскерсем. Ултав серепине çакланнисенчен ытларахăшĕ Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Канашпа Улатăртан, Шупашкар районĕнчен. Ватăсем калашле, ултавăн ури саккăр, усал шухăшлисем Патăрьелсем умĕнче те нимĕн те мар шанăçа кĕме пултарĕç. Çавăнпа та чавсана çыртмалли лару-тăру сиксе ан тухтăр тесен чăн малтанах ют шăнкăравсене, суя хыпар-хăнарсене тỹрех ĕненсе пăрахмалла мар. "Сирĕн ачăр аварие çакланнă" е тата "Ачăр йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ, васкавлă укçа кирлĕ" текен хыпарсенчен те тỹрех хыпăнса ỹкме васка- малла мар. Кун пирки полици сотрудникĕсене пĕлтерни вара усăллăрах та, пĕлтерĕшлĕрех те.
Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе йĕркеленĕ пресс-конференицирех республикăра ултавпа çыхăннă уголовлă ĕçсене мĕнле уçса пани, "социаллă" мошенниксен (хăйсене социаллă работниксем тесе паллаштараççĕ) хура ĕçне тăрă шыв çине кăларасси, телефон çыхăнăвĕ е Интернет урлă укçа-тенкĕ касса илесси пирки полицин аслă лейтенанчĕ Андрей Яблоков калаçăва пĕтĕмлетрĕ. Шалти ĕçсен министерствин тепĕр яваплă çынни, полици подполковникĕ Александр Смирнов пуçарнă тема вара пресса представителĕсем хушшинче тата ытларах чĕрĕлĕх çуратрĕ. Кăçалхи январь уйăхĕн- че çеç йĕрке хуралĕнче граждансен банк картинчен укçа касса илнĕ 49 тĕслĕхе шута илнĕ! Вĕсенчен çичĕ факчĕ сиен кỹрекен программăсемпе усă курнипе çыхăннă.
Хальхи вăхăтра чылай гражданин ĕç укçине илнĕ чухне çеç мар, тавар туяннă е çăмăллăхсемшĕн татăлнă чухне те карточкăпах усă курать. Урăхла каласан, банк карти _ хальхи вăхăтра укçа енчĕкĕ темелле. Çавăнпа та унăн пин-кодне, карта реквизичĕсене никама та каламалла та, памалла та мар. Вăл кашни çыншăн вăрттăнлăх пулмалла.
Асра тытăр: телефонпа банк сотрудникĕ текен шăнкăрав килсен, вăл сиртен банк картин реквизи- чĕсене ыйтсан _ шанăçа ан кĕрĕр, çакăн пирки çийĕнчех право йĕркине хỹтĕлекен органа систерĕр.
Ан манăр: пластик картăпа усă курса операцисем ирттернĕ вăхăтра мĕнпур асăрханулăха, тимлĕхе шута илĕр.
ХАКЛАВ
Алексей АЛЕКСЕЕВ, район полицийĕн уголовлă шырав уйрăмĕн начальникĕ, полици майорĕ:
_ Çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ улшăнни киберпреступленисене ỹстерме май пачĕ. Çавăнпа та ултав мелĕпе телефонпа калаçса е тата Интернет урлă гражадансен электрон счечĕ çинчен укçасене касса илнĕ тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра та тĕл пула пуçларĕç. Иртнĕ çул пирĕн районта та çакнашкал çирĕм факта шута илнĕ. Вăл шутра "Сбребанк Онлайн" çăмăллăхпа усă курса преступниксем карта е перекет кĕнеки çинче упранакан укçасене вăрланă пилĕк тĕслĕх пулнă. Çавăнпа та пластик картăпа е телефон çăмăллăхĕпе усă куракансен питĕ асăрхануллă, тимлĕ пулмалла, преступника усал ĕç тума майсем уçса памалла мар.
А. ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)