АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛАРАХ ИЛМЕ ПУЛТАРАТĂП-И?

03 февраля 2016 г.

 

Судпа айăпланманни çинчен паракан справкăна пĕр уйăх кĕтмелле тенине илтнĕччĕ. Манăн çитес вăхăтра командировкăна каймалла, çак документ кирлĕ. Справкăна эпĕ маларах илме пултаратăп-и?

В. ИВАНОВ, Патăрьел ялĕ.

Чăнах та, судпа айăпланманни çинчен паракан документа 30 кунта параççĕ. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен пайĕн Информаци центрĕн начальникĕ Николай Гусев пĕлтернĕ тăрăх, ăна маларах та илме пулать. Судпа айăпланни е айăпланманни çинчен паракан справкăна маларах илес тесен заявление Интернет сечĕпе государтство паракан çăмăллăхĕсен пĕрлĕхлĕ поратлĕ урлă (ЕПГУ) ямалла. Вара документа 10-14 кунтанах алла илме пулать. Справка хатĕрри çинчен эсир электрон адрес çине янă çырупа е çак порталти хăвăрăн кабинетра пĕлме пултаратăр. Шалти ĕçсен пайĕн Информаци центрĕнче, полици уйрăмĕнче е нумай функциллĕ центрта (МФЦ) вара сире документа алла параççĕ.

Государтство паракан çăмăллăхĕсен пĕрлĕхлĕ поратлĕнче (ЕПГУ) маларах регистрациленнисем килтен тухмасăрах кирлĕ документсене тума пултарнине сисрĕç те пулĕ ĕнтĕ.

ФОМИН, Раççей шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика