АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша пуласси тихаран, çын пуласси ачаран паллă

06 февраля 2016 г.

Тăрăшуллă та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, пурнăçпа туллин усă курма пĕлекен яш-кĕрĕм Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чылай пулни савăнтарать. Çакăн йышши çамрăксене хавхалантарас, малалла ăнтăлма, аталанма çул уçса парас тĕллевпе çулсеренех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ятарлă стипенди парса чыслать. Кăçал çак сумлă чыса пирĕн районтан 34 çамрăк тивĕçнĕ.

Ачасемпе çамрăксен "Паттăр" физкультурăпа спорт шкулĕн çăмăл атлетика уйрăмĕн вĕренекенĕ М. Киргизов та çавсен шутĕнче. Каччă Первомайскинчи вăтам шкулта 11 класра ăс пухать.

Арçын ачан ỹт-пĕвĕпе тĕреклĕ, вăй-хăватпа çирĕп пулмалла. Çĕршыва юрăхлă çын çитĕн- мелле. Çакна тĕпе хурса Миша мĕн пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшать. Хĕлле йĕлтĕрпе, конькипе ярăнать, хоккейла вылять, çуллахи вăхăтра _ футболла, волейболла. Кĕрешỹ мелĕсене те вĕренме çỹрет. Анчах та çамрăкăн чун туртмăшĕ ытларах çăмăл атлетикăна кăмăллать. Вăл спортăн çак енĕпе 9 класран пуçласа туллин хатĕрленет. Тренерĕ _ Л. Никитин. Лев Ефимович Мишăна яланах пулăшса, вĕрентсе, ăс парса тăрать. Çамрăкăн иккĕмĕш вĕрентекенĕ вара ашшĕ шутланать. Вăл хăй те çăмăл атлетикăпа пысăк çитĕнỹсем тума пултарнă. Вĕреннĕ, çар хĕсметĕнче чухне Норвеги, Румыни, Белорусси çĕршывĕсенче ирттернĕ ăмăртусене хутшăнма пултарнă. Спорт мастерĕ ята çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра та ялти, районти, республикăри ăмăртусене ветерансен шутĕнче хутшăнать. Апла пулсан, ывăлĕ ашшĕн çулĕпе кайнă. Пĕрремĕш хут Миша спортăн çак енĕпе виççĕмĕш класра хăйĕнчен аслăрах çулхи ачасемпе пĕр шайра кросс чупсан паллашнă. Халĕ вара çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать.Район, республика шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнать.

Республикăри чемпионатра кросс чупса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ хыççăн çамрăка 2015 çулта пĕрлештернĕ командăна илеççĕ. Жуковск, Смоленск, Оренбург хулисенче ирттернĕ çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче чи лайăх 10 спортсмен йышне лекнĕ. Раççей шайĕнчи тупăшусене хатĕрленме Мишăна олимп резервисен училищине чĕнсе илеççĕ. Унта эрне, 10 кун сисĕнмесĕрех иртет.

М. Киргизов çитĕнĕвĕсем куç умĕнче. Диплом, грамота, медальсем, кубок ашшĕ-амăшне савăнтараççех. Вĕсен шучĕ те çук.

_ Халĕ хамăн кулленхи пурнăçа тренировкăсемсĕр курмастăп та. Кашни кунах икĕ хутчен: ирхине тата каçхине чупма тухатăп, _ сăмаха малалла тăсать пултаруллă çамрăк.

Лайăх паллăсемпе çеç вĕренет спортсмен. Шкул, район шайĕнче иртекен ытти спорт мероприятийĕсене те хаваспах хутшăнать. Ашшĕпе амăшне те пулăшма манмасть. "Тăрăшсан, вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлсен пур ĕçе те ĕлкĕрме пулать", _ тет каччă.

Малаллахи пурнăçĕнче хăвăрт чупас енĕпе тата та пысăк ỹсĕмсем тума ĕмĕтленет. Хальхи вăхăтра нарăс уйăхĕнчи юниорсен хушшинчи Раççей Чемпионатне хатĕрленет. Чăтăмлăх, вăй-хăват, кăмăл, атте-анне пулăшăвĕ, ăнланăвĕ пулсан йывăрлăхсене çĕнтерме, малалла аталанма пулать тесе çирĕплетет спортсмен.

О. ВЕРЛИКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика