АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех ултав! Банк карттинчен 111 пин тенкĕ укçа касса илнĕ!

06 февраля 2016 г.

Çак усал хыпар пирки район хаçатне республикăри ШĔМĕн пресс-служби Марина Сергеева пĕлтерчĕ. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕ мĕншĕн Патăрьелсене те çак темăпа "чан" çапма сĕнет-ха? Сăлтавĕ çук мар. Хаçатăн çывăх номерĕсенчен пĕринче республикăра кăрлач уйăхĕнче çеç банк карттинчен палламан-пĕлмен ăстасем укçа касса илнĕ 49 факт пулнине пĕлтернĕччĕ. Февраль уйăхĕ пуçланчĕ çеç пулин те каллех граждансем хăйсен асăрханманлăхĕпе шар курнă виçĕ тĕслĕхе регистрациленĕ. Вĕсенчен пĕри _ Канаш районĕнчи Шăхасанта пурăнакан 35 çулхи хĕрарăм. Унăн кĕсъе телефонĕ çине банкри счет пирки хыпарсем килсе тăнă, анчах ăна вируссенчен хỹ- тĕлекен программăпа çыхăнтарман. Мошенниксемшĕн çакă шăпах симĕс çутă вырăнĕнче пулнă та. Çапла вара темиçе кун каялла вăл хăйĕн карттинчи 111 пин тенкине пĕр ассăр çĕртен çухатнă.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Пурнăçра кирек мĕнле чиртен те хỹтĕленме пĕлмелле. Çавăнпа та телефона килекен кашни смс-хыпарсене уçса хурав ан парăр! Шăпах ун пек чухне сирĕн çыхăну хатĕрĕ вируспа сиенленме пултарать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика