06 февраля 2016 г.
Халĕ вара пĕрле ĕçнĕ те... Хура тутăр çыхнă хĕрарăм хаçат редакцине килсе кĕрсен яланах чун сỹ! туса каять. Хальхинче те кинемее хуйхă пусарнине тỹрех сисрĕмĕр. "Çирĕм кунтан ывăлăма шыраса тупса сивĕ çĕр айне пытартăмăр. Çамрăк чухне çак юлташпа пĕрле ỹсрĕç, вылярĕç-кулчĕç, пĕр кунхине вара эрех ĕçнĕ хыççăн çапăçса кайнă та...",_ куççульне типĕтеймесĕр хурланать амăшĕ. Çакнашкал усал ĕç çĕнĕ çул хыççăн Пăлапуç Пашъелĕнче пулса иртнĕ. Аллă çула капашакан арçынсем пуçĕсене усал шĕвекпе минретнĕ хыççăн вăрман хĕрринчех хирĕçсе кайнă-мĕн. Усал шухăшлă çыннăн аллинче таçтан пуртă тупăннă. Шăпах унпа çапса минретет çеç мар, вилмеллипех амантать вăл хăйĕн юлташне. Тỹрех вăрмана кайса юр айне те пытармасть-ха, ăна машина багажне хурса килне илсе каять, унталла-кунталла çỹрет... Юлашкинчен вара преступник вилене хăйсен çывăхĕнчи вăрмана кайса чикет.
Хура ĕç пулнă хыççăн çине-çинех юр çунăран, йĕрке хуралçисем вилнĕ çыннăн ỹтне çийĕнчех тупайман. Ун чухне амăшĕпе тăванĕсем епле пăшăрханни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Халĕ вара çывăх çыннисен унăн канлĕхĕшĕн кĕл тумалли çеç юлать. Преступникăн тимĕр карта леш енче самай чылай ларасси те куç умĕнче. Суд мĕнле йышăнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)