АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Операци çитет те иртет, йĕркене пăхăнмах тивет

06 февраля 2016 г.

Районти ГИБДД уйрăмĕнче кашни уйăхрах çул-йĕр культурине ỹстерес тĕллевпе тĕрлĕрен операци ирттереççĕ. Çулталăкне гаишниксем 12 хутчен çеç те мар рейд йĕркелеççĕ. Çула тухакансем çакна пĕлсе тăраççĕ пулин те кашнийĕнчех йĕркене пăсакансем тупăнсах тăраççĕ. Акă, иртнĕ уйăхра çеç "Пешеход" операцинче çуран утакансен ячĕпе пилĕк, автобуспа çỹрекен водительсем йĕркене пăснипе икĕ протокол çырма тивнĕ. Ỹсĕрле руль умне ларнипе "капкăна" çакланнисем те пулнă.

ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Александр Петров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çак уйăхра та "Пешеход" (февраль 9), "Автобус" (февраль12), "Дети. Детское удерживающее устройство" (февраль 17), "Нетрезвый водитель" (февраль 19 _ 20) рейдсем пулĕç. Ятарлă кунсем кашнийĕнчех çитеççĕ те иртеççĕ, анчах та çуран çỹрекенсен те, водительсен те саккунпа ыйтакан йĕркене пăхăнмах тивет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика