06 февраля 2016 г.
Паян районта çĕр пайĕсене регистрацилессипе çанă тавăрсах вăй хураççĕ. Çакă Юхмапа Пăла тăрăхĕнче акăнман, лартăнман лаптăксене пĕтерессипе те çыхăннă. Пулăхлă тăпра çинче пиçенпе вĕлтĕрен ашкăрса ỹсни никама ты чыс кỹмест ĕнтĕ. Анчах ĕçе хăвăртлатма çынсене çĕр пайне регистрацилессипе çыхăннă процедурăна пĕлменни нумай чăрмантарать. Чылай вулакана кăсăклантатркан ыйтусене район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Ю. Никитин (ỹкерчĕкре сулахайри) хуравлать.
_ Юрий Александрович, вилнĕ çынсен çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарасси пирки кĕскен паллаштараймăр-ши?
_ Кашни çыннăнах халь аллинче çĕр пуррине ĕнентерекен свидетельство пур. Унта тивĕçекен лаптăкăн гектарне кăтартнă. Çак çĕре илес текенĕн малтанах ял тăрăхĕнчен вилнĕ çын ăçта пурăннине ĕнентерекен тата çав лаптăка никама та кирлĕ маррисен шутне кĕртменнине кăтартакан справкăна ял тăрăх администрацийĕнчен кайса илмелле. Енчен те çĕре харпăрлăха куçарман пулсан тата свидетельство та çук чухне ĕç кăштах йывăрланать. Çĕр пайĕ шăпах çак вилнĕ çыннăн иккенне ĕнентерме постановленинчен выписка илмелле, нотариус вара суда кайма хут çырса парать. Шăпах судра сирĕн ыйтăва татса параççĕ. Çавăн пекех çумра тăванăр вилнине ĕнентерекен хут та кирлĕ.
_ Çĕр пайне никама та кирлĕ маррисен шутне кĕртнĕ, анчах вилнĕ çынсен тăванĕсем ăна тивĕçекен пая илме шут тытнă. Кун пек чухне мĕн тумалла?
_ Лаптăка никама кирлĕ маррисен шутне кĕртнĕ, çакăн пирки хаçатра та пĕлтернĕ, анчах пая никам çине те регистрацилемен пулсан йăха тăсакансен те, тăванĕсен те пая хăйсен харпăрлăхне куçарма май пур.
_ Çыннăн хăйне тивĕçекен çĕр пайĕпе уйрăлса тухмалли процедурăна ăнлантарса параймăр-ши?
_ Юлашки вăхăтра çĕр пайĕсене уйăрас, регистрацилес процедура пирки ял тăрăх пуçлăхĕсемпе калаçусем чылай ирттертĕмĕр. Хăш-пĕр ял поселенийĕсенче ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе ятарлă çынсем тăрăшаççĕ. Тивĕçекен лаптăка харпăрлăха куçарас тесен кадастр инженерĕ патне паспортпа тата çĕр свидетельствипе каймалла, пая уйăрса пама ыйтмалла. Вăл вара вырăнне палăртать, виçет. Кун хыççăн çĕр пайĕ ăçта вырнаçнине кăтартакан пĕлтерĕве районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра пичетлеттермелле. Пĕлтерĕве ял тăрăхĕ хăй вăйĕпе кăларакан пичет изданийĕнче тата ял тăрăх сайтĕнче кăтартсан та çитет тесе шухăшлакансем те пур. Кун пек тума юрамасть, мĕншĕн тесен вырăнта çеç саланакан хаçата ютра курмаççĕ. Çапла майпа хирĕçлес шухăшлисем пĕлмесĕрех юлаççĕ. Интернета вырнаçтарни те çителĕксĕр _ аслă çултисем хушшинче компьютерпа ĕçлеме пĕлекен питĕ сахал. Хаçатри пĕлтерĕве 30 кун хушшинче хирĕçлекен пулмасан кадастр палатине шута тăратма каймалла. Çĕр пайне хуçисем хăйсемех сухаласа акма та, арендăна пама та, парнелеме те пултараççĕ.
_ Çĕр пайне каялла тавăрса паракансем пур-и?
_ Россрестр Управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрă- мĕнчен пĕлтернĕ тăрăх _ пур. Çĕре илнипе кăна мар-çке, унпа ĕçлемелле. Аслă çултисемшĕн, вĕсене пулăшакан пулмасан акасси те, çумласси те йывăрлăх кăларса тăратать, çавна май тивĕçекен пая хирĕçлеççĕ. Хамăрăн пая каялла тавăрса парас тесен Россреестр Управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмне кайса заявлени çырмалла. Кун пирки кайран Управлени çĕр лаптăкĕ вырнаçнă ял тăрăхне пĕлтерет.
_ Документ тутарасси чăтăмлăх, тỹсĕмлĕх ыйтать. Ĕçлекен çыннăн кашни кун ыйтса тухма та майĕсем сахалтарах...
_ Тĕрĕсех калатăр. Çĕр хучĕпе (оригинал кирлĕ) е район администрацийĕ панă постановленипе кадастр инженерĕ хамăра тивĕçекен пай ăçта вырнаçнине палăртнă, çак документа хаçатра пичетлени 30 кун иртнĕ хыççăн кадастр паспорчĕпе тата килĕшỹпе (соглашение)(ăна ял тăрăх администрацийĕнче хатĕрлесе параççĕ) пĕрле район администрацийĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ центра кайса заявлени çырма май пур. Кун хыççăн сирĕн хатĕр документа килсе илмелли çеç юлать. Çавăн пекех кадастр инженерĕ те Портал урлă çĕр пайне регистрацилеме пулăшаять.
О. ПАВЛОВА калаçнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)