АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене _ наградăсем

06 февраля 2016 г.

Районта ĕçпе ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ, çак сăлтавпа "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ çынсен йышĕ ỹссех пырать. Çак кунсенче çеç вĕсен ретне тепĕр 29 хастар хутшăнчĕ. Вĕсенчен хăшĕсем Республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн ĕç стажĕпе, теприсем ĕçри пултарулăхпа, творчествăри çитĕ- нỹпе çак хисепе çĕнсе илчĕç. Сăмах май каласан, "Авангард" хаçатăн куçару пайĕн редакторĕ Г. Чинкина тивĕçнĕ ветеран удостоверенийĕ Мускавранах çаврăнса çитрĕ. Гелгене Миннулловна пирки çакна палăртса хăвармалла: тăрăшуллă ĕçчен творчество каçалăкĕнче çеç чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшать. Маларах вара вăл агропромышленноç техникумĕнче вăй хунă. Ĕç çынни çулталăкĕнче ыттисемпе пĕрлех хаçат сотрудникĕ те хăйĕн пархатарлă ĕçне хак паракан документа алла илни _ "Авангард" хаçат 85 çул тултарас умĕнхи хăйне евĕр парне те.

Ветерансене чыслама район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ - социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов, районти халăха социаллă хỹтлĕх кỹрекен пай пуçлăхĕ Наталия Никитина хутшăнчĕç, пурне те ватлăхра хисеп çеç мар, социаллă пулăшу та кỹрекен удостоверенине тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламларĕç.

Вулакана пĕлме у таранччен районти 1838 гражданин ĕç стажне кура "Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята илнĕ. Ĕç ветеранĕсем уйăхсерен 1082 тенкĕ укçа илеççĕ. 2015 çулта вĕсене çак сăлтавпа тỹлеме 60 миллион та 52 пин тенкĕ кайнă.

Хамăр корр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика