АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханма пăрахмалла мар-ха

10 февраля 2016 г.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх республикăра вуникĕ пин ытла çын ОРВИпе тата гриппа чирлени паллă. Вĕсенчен 3,5 пинĕ _ ачасем.

Юлашки вăхăтра сысна грипĕпе чирлекенсен йышĕ нумайланни те шухăшлаттарать. Усал вирус çĕр ытла çынна çакланнă. Иртнĕ эрнепе танлаштарсан, республикăра ОРВИпе тата сысна грипĕпе чирлесси 33 процент ỹснĕ. Чире малалла аталантарас мар тесе Чăваш Енте хăш-пĕр шкулсене карантина та хупнă. Сăмах май каласан, районти санэпиднадзорăн специалисчĕсем пĕлтернĕ хыпартан çакă паллă: хальхи вăхăтра гриппа аптăракансем ун пекех йышлăн мар, вĕренỹ учрежденийĕсене пĕрне те карантика хупман. Районта сысна грипĕпе сипленекен пĕр çын палăрнă. Анчах çакă амакран асăрханма пăрахмаллине пĕлтермест. Малашне те мĕнпур гигиена йĕркине çирĕп пăхăнмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика