10 февраля 2016 г.
Нарăсăн 8-мĕшĕнче çулсеренех район хаçатне калăпласа кăларакан редакци коллективĕ район пичечĕн кунне паллă тăвать. Кăçал "Авангардăн" çавра çуралнă кун _ 85 çулхи юбилейĕ! Паян вулакан патне 5078 экземплярпа саланакан хаçатăмăрăн истори тымарĕ самай аякран пуçланать.
Чăн малтанах хаçат кăларма пикениччен 1930 çулта пилĕк çынтан тăракан редколлеги туса хунă. Парти райкомĕнчен сĕннĕ Румянцев Федор Федорович редактор пулнă. Тепĕр çулхине вара Патăрьел райкомĕн бюровĕн йышăнăвĕпе район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ нарăсăн 8-мĕшĕнче "Паянхи сас" ятпа çапăнса тухнă. Аслă Патăрьел РК ВКП (б)ăн тата райĕçтăвкомăн шутланакан хаçачĕ паянхи пек калăпăшпах пилĕк кунта пĕрре, 4 страницăпа пичетленнĕ. Творчество ĕçне кỹлĕннĕ малтанхи работниксем иккĕн çеç пулнă. Пĕри _ Василий Егорович Митта (Митта Ваçлейĕ) _ яваплă секретарь тата Яков Львович Зверев (Якку Арслан) литсотрудник. 1932 _ 1939 çулсенче хаçат "Октябрь ялавĕ" ятпа тухса тăнă. Çак тапхăрта хаçат редакцине ертсе пыракан хуçасем çине-çинех улшăннă. Çичĕ çулта тăхăр редактор ячĕпе хаçат пичетленнĕ.
Малаллахи тапхăрта та районти çĕнйĕркелỹсем сисĕннĕ. Патăрьел районĕ Чкаловски ятпа улшăннă хыççăн "Колхоз байрагы" хаçат Чкаловски РК ВКП (б)ăн тата райĕçтăвкомăн шутланма пуçланă. 1952 çулччен хаçатра харăсах тутарла тата чăвашла материалсем пичетленме тытăннă. Çакă, паллах, вулакана тивĕçтермен. Çавăнпа та тутарла дубляж хаçата уйрăммăн кăларас ыйту çĕкленнĕ те. "Коммунизм байрагы" хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ _ Кави Кадирович Юлдашев. Ун хыççăн халăх трибуни шутланакан хаçат "рулĕ" умĕнче В. Кузьмин, Х. Шакуров, Б. Абейдуллина, А. Шорников, В. Тенюков пулнă. 1952 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнчен вара "Коммунизм ялавĕ" пĕтĕмпех чăвашла, "Коммунизм байрагы" тутарла пичетленме пикеннĕ. Тепĕр çулхинех икĕ чĕлхепе халăх патне çитекен хаçатăмăра пĕр ят "Авангард" тесе панă. Çак ятпа пирĕн тăван хаçатăмăр 63 çул пурăнать.
Паян "Авангард" хаçат халăхпа уççăн калаçать çеç мар, самана таппипе пĕрлех утать темелле. Тĕрлĕ çул творчество ушкăнне ертсе пынă редакторсем кашниех хаçата пахалăхлă та пуян содержаниллĕ кăларас, вулакан валли çивĕч те кăсăклă материалсем пичетлес тесе тăрăшнă. Яваплă ĕçре пуян опыт пухнă редакторсенчен пĕри _ А. Салмин. Алексей Алексеевич çăмăл мар "лава" пĕр улшăнмасăр 19 çул туртнă! Николай Афанасьевич Фомин 16, Николай Дмитриевич Ларионов вунă çула яхăн, Зинаида Владимировна Александрова ултă çул редакторта ĕçленĕ.
Творчество каçалăкĕнче ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ журналистсем, обществăлла корреспондентсем те сахал мар. Паянхи кун Альбина Астраханцева, Альбина Егорова, Ольга Павлова журналистсен ячĕсем, Светлана Кулакова, Галина Хлебникова, Валентина Яковлева, Валентина Мальцева, Яков Степанов, Мария Мадюкова, Василий Бородкин, Надежда Кошелева тата ыттисем те вулаканшăн çĕнĕ ятсем мар. Пĕрлехи вăйпа эрнере икĕ хутчен калăпланакан хаçатăмăр çĕнелсе, çамрăкланса пытăр тесе тăрăшакан ытти работниксен умĕнче те паян пуçа таятăп. Эпир кăларакан продукци содержанийĕпе çеç мар, сăнĕпе те вулакана тивĕçтертĕр тесех иртнĕ çул çĕнĕ программа _ ИН ДИЗАЙН _ çине куçрăмăр. Хаçатăмăр страницисенчех çĕнĕ рубрикăсем кĕртни, район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе, ял кăлависемпе, депутатсемпе, уйрăм çынсемпе куçа-куçăн калаçни тĕп редактора çеç мар, журналистсемпе вулакана сăмах парса ятарлă колонка уçни тата ытти те вулакансен йышне ытларах ỹстерме май пачĕ тесе калас килет.
Хаçат редакцийĕнче паян опытлă та пысăк тавракурăмлă ĕçченсем тăрăшни коллективра çĕнĕ çитĕнỹсем тума май парать. Ку таранччен районта тухса тăракан "Авангард" хаçат тĕрлĕ конкурса хутшăнса сахал мар Хисеп грамотине, Дипломсене тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче хаçат сотрудникĕсем социаллă проектсене хутшăнса çĕнтерỹçĕсен шутне кĕни, пысăк премисене тивĕçни те творчество ушкăнĕн çитĕнĕвне çирĕплетсе парать. 2012 çулта пай пуçлăхĕ Альбина Егорова хатĕрленĕ "Мĕнле пурăнатăн, аякри тăван?", иртнĕ çул экономика пайĕн пуçлăхĕ Ольга Павлова хатĕрленĕ "Бизнес вăй илет _ район аталанать" проектсемпе çĕршер пин тенкĕ укçа çĕнсе илсе редакцин компьютер цехне пуянлатрăмăр, профессилле фотоаппарат, диктофонсем туянма пултартăмăр. Кăçалхи пичет кунĕнче "Авангард" хаçат редакцийĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче терроризм темипе йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса диплома тивĕçни те журналистсен хастарлăхне кăтартать (Авторĕ _ Альбина Егорова). Сăмах май каласан, иртнĕ çул çеç эпир Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнипе, коррупци, спорт темисемпе конкурссене хутшăнтăмăр. Творчество ĕçĕнче çитĕнỹ, ăнăçу чиккине палăртаймăн. Çавăнпа та хаçат ĕçченĕсене, обществăлла корреспондентсене "Авангард" хаçат 85 çул тултарнă ятпа саламланă май çăмăл мар ĕçре пысăк ăнтăлу, çĕнĕ ỹсĕмсем сунатăп. Пирĕн хаçат агитатор, пропагандист çеç мар, кашни çемье кĕтекен "чун апачĕ" пултăр. Уяв ячĕпе сире!
Нина МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)