10 февраля 2016 г.
Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат питĕ нумай пархатарлă ĕç тăвать: ырри патне туртăнма, усаллинчен айккинелле пăрăнма ăс парать. ватăсене ырă сунса тата хисеплесе юбилейсемпе саламласа канлĕ ватлăх сунать, пуçласа çут тĕнчене килекен çĕнĕ "кайăксем" пирки хыпарлать, пурнăçран уйрăлакансене хурланса ăсатать, çамрăксене ĕç патне туртăнма хавхалантарать, тăрăшса вăй хуракансен çитĕнĕвĕсене çутатать, шкул ачисене пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрлет, вулакансене ыттисен шухăш-кăмăлне пĕлме май парать, çынлăха, сăпайлăха, ырă кăмăла, тăванлăха, халăхсем хушшинчи туслăха, килĕшĕве упрама пулăшать тата ытти те. Мăнкăмăллăх, ăмсану, кĕвĕçỹ, ĕмĕтсĕрлĕх, пĕр-пĕрне курайманлăх ан пултăр пурнăçра.
Район хаçачĕ маншăн яланах çывăх та юратнă тус-юлташ пулнă. 1953 çултанпа пĕр сиктермесĕр çырăнатăп ăна. Пĕр номерне те вуламасăр хă- варман. Вăхăтĕнче алла ручка тытса хыпар çине хыпар янă.
Юбилейпе саламланă май хаçата кун çути кăтартакансене мĕнпур ыррине çеç сунатăп.
Кулленхи ĕçĕрте ăнăçу пулса вулакан умĕнче чыс курăрах.
Ирсерен килекен кăвак шуçăм
Пиллетĕр сире яланах ырă кун.
Ĕç патне туртакан ырă туйăм
Парнелетĕр сире вăй-хăват, ăнăçу.
О. ВОЛКОВА. Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)