АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Паянхи сас" хаçата

10 февраля 2016 г.

Куллен кунах шăтать.

Хастарлă çĕн хăват.

"Паянхи сас" та ак

Телейлĕ çул хывать.

Паян пурте хавас,

Юрлать тăван уй-хир.

Янрать мĕльюнлă сас

Хаçатшăн çакă ир.

Юрла, мĕльюнлă сас,

Ĕçле ударникла!

Çулпуç "Паянхи сас"

Васкать санпа пĕрле.

Ĕçле, ĕçпе вĕрен,

Пурте пĕрле пулар.

Кашнийĕ килĕрен,

Тăван хаçат вулар.

Тăван хаçат тесен,

_ Ман чунăм хĕпĕртет.

Савса вула пĕлсен

Такам та: кирлĕ , тет.

Эпир хавшаклă мар,

Ĕçпе шав пиçĕхсе

Çуллен ярсах тымар,

Çитетпĕр илĕхсе.

Аталанать чечек,

Ĕçхалăх, саншăнах

Çĕнелнĕ уй-хир пек,

Савса вулар ăна.

Якку АРĂСЛАН. (1931 çул)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика