АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулакансем хаклаççĕ

10 февраля 2016 г.

 

Валерий ТРОШКИН, Турхан ялĕ:

_ Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат маншăн чи кĕтнĕ хăна вырăнĕнчех. Хама хам астăвассах çывăх эпĕ унпа. Атте-енне те тăтăшах ăна "чун апачĕ" вырăнне хурса йышăнни те куç умĕнче. Сăмах май каласан, пирĕн атте те редакцие тĕрлĕрен кăсăклă темăпа заметкăсем çыратчĕ. Пĕррехинче темшĕн ăна колхозран вутă çырса паман. Вăл аптăраса тăман, район журналисчĕсем патне ыйтăва çитернĕ. Проблемăна тепĕр куннех татса панине калатчĕ. Çавăнпа та район хаçатне ĕлĕкех "виççĕмĕш влаç" тесе хак панă. Унăн хисепĕ, вăйĕ паянхи кун та ан чактăр, çыравçăсен пултарулăхĕ ан иксĕлтĕр, вулакансен йышĕ ỹссех пытăр.

Вера КОНДРАТЬЕВА, Первомайскинчи почта уйрăмĕн начальникĕ:

_ Почта çыхăнăвĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçлетĕп. Паянхи куна почтальонкăсем вăтăра яхăн хаçат-журнала вулакан патне çитереççĕ. Вĕсенчен чи йышлă саланаканни _ "Авангард". Унăн тиражĕ кашни çырăнтару тапхăрĕнчех ỹссе пыни _ район хаçатне хак паниех тесе шутлатăп. Пирĕн уйрăмран пилĕк почтальонка вăйĕпе уйăхне ултă пин ытла экземпляр тĕрлĕрен хаçат-журнал саланать. Ĕçтешĕмсем пурте тăрăшуллă, вĕсен умĕнче пуç таймалăх пур. Сăмахран, Раиса Чернова хăйĕн çăмăл мар ĕçĕпе туслашни 26 çул çитет!

Иван ВЛАДИМИРОВ, ООО "Агрофирма "Корма" ертỹçи:

_ Хаçат историйĕ пуян. 85 çул тултарса хурипе шуррине черетленĕ çын пекех вăл саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче пурăнса халăхпа çыхăну тытрĕ, васкавлă та кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ информацисене вулакан патне çитерсе тăчĕ. "Авангард" _ пирĕн çемье хаçачĕ. Ăна колектив валли те çырăнса илетпĕр. Тăван хаçатăмăр маншăн тепĕр сăлтавпа та çывăх. 2000 çулта хаçат редакцийĕ йĕркеленĕ "Çулталăк çынни" конкурсра çĕнтерсе пысăк чыс куртăм. Тавах манăн ĕçе çапла хакланăшăн.

Дания ЧУКМАЕВА, типографинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă:

_ Хаçата çыракансен, типографинче ĕçлекенсен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Эпĕ вăхăтĕнче типографинче наборщицăра, печатницăра тăрăшрăм. Ун чухне кашни саспаллине чăх пек пĕрчĕн-пĕрчĕн, алăпа пуçтармаллаччĕ. Пичетлемелли, саспаллисене шăратса кăлармалли станокĕсем те танк пек пысăкчĕ! Паянхи "Авангард" чăнах та сăнĕпе те, содержанийĕпе те чылай ырă енне улшăнчĕ. Уншăн чун-чĕререн савăнатăп.

_ Гельнур САБИТОВА, Тутар Сăкăтĕнчи шкул директорĕ:

_ "Авангард" пирĕншĕн чăн малтан çĕнĕ хыпарсен пухмачĕ, информаци пуянлăхĕ, педагогсемшĕн пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли çăлкуç та. Район хаçатĕнче вĕрентỹ темипе тĕрлĕрен статья, хыпар пичетленсе тухсанах ĕçре сỹтсе яватпăр, ырă тĕслĕхе усă куратпăр. Кун валли пирĕн сăлтавĕ те пур. Коллективри кашни учитель ăна çырăнса илет. Ку вăл пирĕн çирĕпленнĕ йĕрке темелле. Çавăнпа та хаçатра тĕрлĕрен çĕнĕ хыпарсене час-часах пичетлес кăмăлсем те пысăк.

Творчество коллективне хаçатăн юбилейĕпе саламланă май, малашнехи ĕçре тата пысăк çитĕнỹ тума ăнăçу сунатăп. Район хаçачĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!

Альбина МАКЕЕВА, Шупашкар хули:

"Çирĕм çул та çитсе пырать пуль эпĕ "Авангарда" çырманни. Интернетра çемьен юратнă хаçачĕ 85 çул тултарнине вуласа пĕлнĕ хыççăн алла ручка тытас шухăш çуралчĕ.

Районта тухса тăракан пичет изданийĕ маншăн яланах питĕ çывăх пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ аттепе анне кучченеçсемпе парнесем парса янă чухне яланах "Авангард" хаçатпа чĕркетчĕç. Эпĕ ăна пуçĕнчен пуçласа вĕçне çити пĕр сас палли сиктермесĕр вуласа тухнине вĕсем питĕ лайăх пĕлетчĕç. Республика хаçачĕсенче пичетленнĕ ман статьясене куçарса илнисем те пулнă".

Михаил ВАСИЛЬЕВ, "Труд" хуçалăх зоотехникĕ:

"Авангард" хаçата пирĕн килте эпĕ пĕчĕк чухнех çырăнатчĕç. Çулсем иртсен те унпа çыхăну тытма пăрахмарăмăр. Аттепе анне паян та, çамрăках мар пулсан та, почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çывăх çыннăмăр, кукка, Нăрваш Шăхалĕнче пурăннă Борис Гаврилович Кошкин, районти пичет изданийĕпе туслă пулни, хуçалăх, ял çыннисем пирки статьясем çырса тăни те хаçатпа çывăхрах туслашма пулăшрĕ. Пичет изданийĕсен хакĕсем ỹснипе хăшĕ-пĕрне халь çырăнмастпăр, анчах "Авангардсăр" юлмастпăрах! Вăл пире çемье тусĕ пекех туйăнать."

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика