13 февраля 2016 г.
ÇЫННА ырă туни пархатарлă та сумлă ĕç, усал туни вара... Вăл Турă умĕнче çылăх çеç мар, саккун умĕнче преступлени те шутланать.
Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи миравай суд район центрĕнче пурăнакан 25 çулхи хĕрарăма шăпах РФ УКăн 128.1 статйин 2 пайĕпе (массăллă информаци хатĕрĕсенче çыннăн чысĕпе ятне варалакан ултавлă хыпара сарни) айăпланă та. Усал та кăра кăмăллă çын социаллă тетелте шутласа кăларнă суя ятпа регистрациленнĕ те хăй шăл хăйракан çын репутацине çĕрпе танлаштарас, ят-шывне варалас тĕллевпе хыпарсем лартнă та лартнă. Явсан-явсан вĕренĕн те вĕçĕ пулнине шута та илмен курăнать. Ку чухне вара çакнашкал преступниксене йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем хăвăртах тăрă шыв çине кăлараççĕ. Çак чиперккепе те çаплах пулса тухнă. Апăршан саккунпа килĕшỹллĕн пилĕк пин тенкĕ укçине кăларса хума тивнех. Вырăссем калашле, чĕлхе вăл тус çеç мар, тăшман та пулма пултарать çав...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)