13 февраля 2016 г.
САМАНАН кирек хăш тапхăрĕнче пурăнакан та ырă малашлăха ĕмĕтленсе иртнĕ пурнăçăн сыпăкĕсене куç умĕнче черетлет. Кăçалхи çулталăка Раççейре кинопа çыхăнтарнăран, аслă ăрури хисеплĕ çыннăмăрсем чылайăшĕ клубсенче кăтартакан пилĕк пус тỹлесе кĕнĕ фильмсене ас илеççех пулĕ. Инди кинофильмĕсем текен икĕ сериллĕ киносем вара икĕ хут хаклăрахчĕ _ 10 пус тăратчĕç.
Юлашки кунсенче районти ĕç коллективĕсенче, культура учрежденийĕсенче те асăннă çулталăка уçас тĕлĕшпе йĕркеленĕ мероприятисем пирки çине-çинех хаçат редакцине хыпарланă пирки çапла калас килет. Асăннă çулталăкра çитĕнекен ăрăвăн чăвашсен пĕрремĕш киноартистки Татьяна Степановна Максимова _ Кошкинскаяна (Тани Юн), Раççейри паллă актер Станислав Юрьевич Садальские тата ыттисене те пĕлмелле çеç мар, вĕсем вылякан кинофильмсене те курса савăнмаллах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)