13 февраля 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх Министрĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Вовченкопа тата Ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертỹçипе Всеволод Вуколовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Палăртнă мероприятине нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Акконд" предприятире йĕркеленĕ.
Асăннă пулăма Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Енри Патшалăх инспекцийĕн ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Раиса Павлова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" АО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов хутшăннă. "Чăваш Енре кунĕпе ĕçлĕ çул çỹревре пултăмăр. Кăмăлсем питĕ лайăх. Рес- публикăра куçкĕретех ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Вăйлă аталанса пыракан предприятисем чылай", _ тесе каланă Ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертỹçи Всеволод Вуколов. Вăл çавăн пекех республикăн пуласлăхĕ пысăк пулнине палăртнă. "Çынсем ĕçе хисеплени чи пахи. Вĕсем производствăпа кăсăкланаççĕ. Предприяти аталанăвĕшĕн вăй хураççĕ. Импорта улăштарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Правительство йышăнăвĕсене тĕпе хурса пирĕн вĕсене яланах витĕм кỹме тăрăшмалла", _ тенĕ вăл. Калаçу вăхăтĕнче çынсене ăнсăртран ĕçсĕр тăрса юлсан вĕсене çĕнĕ професси илме тата тепĕр ĕçпе тивĕçтересси пирки ыйтăва тĕплĕн сỹтсе явнă. Ку хутĕнче Тракторсем тăвакан заводри çынсен шăпи пирки те канашланă. Ыйтăва тĕпрен татса парас тесен федераци енчен пулăшу кирлине асăннă. Унсăрăн ыйтăва татса пама хĕн тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Вовченко Чăваш Енре ĕçпе тивĕçтерес ыйту кирлĕ пек шайра пулса пынине каланă. "Кăтартусене пăхас пулсан, куçкĕретех лару-тăру лайăх пулнине курма пулать", _ тенĕ вăл. Ĕçсĕрлĕхе сирсе ярассипе йышăннă хушма мерăсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕçлев ыйтăвĕсен, ĕçе вырнаçтарас ыйтусен федераллă службин Ертỹçине Всеволод Вуколова тата Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă хỹт- лĕх Министрĕн пĕрремĕш çумне Алексей Вовченкона тухăçлă ĕçленĕшĕн, региона пулăшнăшăн тав ту-нă. Сăмах май, Шупашкарти Индустри паркĕн ĕçĕ вĕçленнĕ пирки те каласа кăтартнă. Çитес вăхăтрах çак палăртнă лаптăкра хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 10 производство хута каясси те паллă. Вĕсенчен кăçал виçĕ производствăн ĕçне кỹлĕннĕ те. Кунсăр пуçне регионта электротехника кластерĕ лайăх аталаннине пĕлтернĕ республика Ертỹçи. Ку енĕпе çĕнĕ проектсем те пурнăçа кĕрсе пырасси паллă. Ял тăрă- хĕнче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйту çине те тимлĕх уйăрнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
("Чăваш Республикин власть органĕсен официаллă порталĕ")
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)