13 февраля 2016 г.
Нарăсăн 10-мĕшĕнче районта тухса тăракан "Авангард" хаçат хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Утса тухнă çула пĕтĕмлетме, малашнехи тĕллевсене палăртма кăмăллă пулчĕ. Çак савăнăçа пайлама республикăри информаци политики тата массăллă коммуникаци министрĕ А. Иванов, райадминистраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн председателĕ С. Демидова тата ыттисем те хутшăнни чыслă.Мероприяти "Бизнес-инкубатор" за лĕнче иртрĕ. Уява килнисене _ пичет ĕçĕн ветеранĕсене, обществăлла корреспондентсене, хăнасене малтанах Первомайскинчи вăтам шкулти Е. Федорова учительница ертсе пыракан ачасен фольклор ушкăнĕ сăвă-юрăпа кĕтсе илчĕ.
Редакци коллективĕ Леонид Лялькинпа Галка Ваçлей сăввипе Игорь Медведев кĕвĕленĕ райхаçат гимнне _ "Чи хастарлă хаçат "Авангард" _ юрланине те палăртмасăр иртме çук.
Республикăра пĕртен-пĕр чăвашла тата тутарла тухса тăракан пичет историйĕпе хаçатăн тĕп редакторĕ Н. Мазякова паллаштарчĕ. Паян "Авангард" районти 5 пине яхăн çемьене саланать. Çырăнакансен йышĕ 2015 çулхи иккĕмĕш çур çулхинчен те ỹсрĕ. Çакă хаçат ăстисем вулаканпа тата та çывăхланса пынине, кулленхи пурнăçа вăхăтра çутатма пултарнине те çирĕплетет.
Информаци политики тата массăллă коммуникаци министрĕ А. Иванов юбилейпе саламланă май район хаçачĕ республикăра та тивĕçлĕ шайра пулнине, кунта ĕçлекенсем хăйсен ăсталăхне пичетре кăтартнисĕр пуçне тĕрлĕ конкурса хутшăнса палăрнине пĕлтерчĕ. Çавна май коллектива министерство грамотипе чысларĕ. Пĕрлех малашне те çанă тавăрсах ĕçлеме сĕнчĕ. Хаçата вулассине ачаран явăçтарса пымаллине каларĕ. Вĕсене кăсăклантаракан материалсем пичетлеме сĕнчĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕсем тăваттăмĕш власть теççĕ. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов уяв ячĕпе саламланă май хăйĕн сăмахĕнче лайăххине те, çитменлĕхе те уççăн çутатса район экономикине тĕреклетсе пыма май паракан материалсем кун çути кăтартасса кĕтнине пĕлтерчĕ.
Культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ С. Демидова редакци коллективĕ ĕçлеме те, канма та пултарнине палăртрĕ.
Хаçат ĕçченĕсем иккĕмĕш теçетке çул "Çулталăк çынни" конкурса йĕркелесе пыраççĕ. Ырă йĕрке пĕтĕмлетĕвне вара çулленех хаçат çуралнă кунĕнче тăваççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. "2015 çул çынни" ята Турханти врач амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕ А. Кольцов тивĕçрĕ. Çав ятпа район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов тата "2014 çул çынни" Н. Андреева Анатолий Валентиновича саламланă май ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç. А. Кольцов мĕн пур хаçат вулаканне тав турĕ.
Салам сăмахĕсем чылай пулчĕç. Маларах редакторта ĕçленисем, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Йĕпреç районĕ- сенчи хаçат коллективĕсен ертỹçисем, обществăлла корреспондентсем, ветерансем малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕç. Коллективри тăрăшуллă ĕçченсене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕ-сем тивĕçрĕç. Районти централизациленĕ клуб системинче ĕçлекенсем "Авангард" хаçатăн 85 çулхи юбилейне пуçтарăннисене савăк юрăсем парнелерĕç. Хаçата вулакансем хаклакан слайдсене пăхма та кăмăллă пулчĕ. Вăхăтĕнче редакцинче, типографинче вăй хунă, анчах пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлнă ĕçтешĕмĕрсене пĕр минут шăп тăрса асăнни те вĕсен тивĕçлĕ ĕçĕ манăçа тухманнине, ячĕсем асăмăрта упраннине çирĕплетет.
Фойере "Авангард" хаçатăн маларахри, юлашки çулсенче пичетленнĕ номерĕсемпе тата типографинче кăларнă продукципе паллаштаракан курав ĕçлерĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)