18 февраля 2016 г.
ÇУРКУННЕ уйăхĕпе юнашарах тăракан нарăс районти Çырăнтару керменĕн ĕçченĕсене пысăк савăнăç парнеленĕ. Эрне пуçламăшĕн малтанхи кунĕнчех ЗАГС специалисчĕсем умлă-хыçлах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пуçласа сас панă пепкесене регистрациленĕ. Çулталăкăн чи кĕске уйăхĕнче харăс-харăсах çичĕ çĕнĕ ят хутшăнни районта демографи лару-тăрăвĕ тата ытларах лайăхланас шанăçа çуратать. Ăшă салам сăмахне тивĕçнисенчен тăватă ашшĕ-амăшĕ пĕрремĕш хут хăйсен чун тĕпренчĕкне алла илнĕ, икĕ çемьере виççĕмĕш, пĕринче вара иккĕмĕш "çĕнĕ кайăк" хутшăннă.
Ку тĕлĕшпе районти кăтартусем начар мар: февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне паттăр енте çуралнă 47 ача ячĕпе çырнă пĕрремĕш документа _ çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна _ ашшĕ-амăшне парнеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)