18 февраля 2016 г.
Сăртлă-туллă Афганистан çĕршывĕнче нумай çул кĕрленĕ хăрушă вăрçăран совет çарĕн салтакĕсене илсе тухнăранпа çул хыççăн çул хыçа юлать пулин те, çĕршыв умĕнчи служба тивĕçне çакăнта пурнăçланă салтаксен асĕнчен вăрçă ахрăмĕ паян та каймасть.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен çеç çак вăрçа 300е яхăн каччă хутшăннă. Шел, çичĕ салтакăн _ Геннадий Козловăн, Николай Родионовăн, Рифкать Куликовăн, Владимир Перловăн, Михаил Мтинăн, Минхайдяр Валитовăн, Александр Журавлевăн _ шăпи синкерлĕ çаврăнса тухнă. Афган вăрçин районти ветеранĕсем 19 _ 20 çултах сивĕ çĕр айне кĕрсе выртнă юлташĕсене асран кăлармаççĕ. Çулсеренех вĕсем ырă йăлана малалла тăсса февралĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнче ентеш-салтаксене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнаççĕ, вĕсен канлĕхĕшĕн шăп тăрса пуç таяççĕ, хисеп туса чĕрĕ чечексем хураççĕ... Ветерансем кăçал та çаплах турĕç.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă райо- нĕсен уйрăмĕн начальникĕ Евгений Семенов хутшăнчĕç, афганец-ветерансем районта çитĕнекен çамрăк ăрупа тĕл пулусем йĕркелесе, куçа-куçăн калаçусем ирттерсе вĕсене çар тивĕçне пурнăçлама хатĕрлес, патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вăй, ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)