18 февраля 2016 г.
Ĕнер, февралĕн 17-мĕшĕнче, районта Пĕрлĕх лĕ информаци кунĕ иртрĕ.
Унăн тĕп темипе вулакансене маларах та паллаштарнăччĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру. Унсăр пуçне тĕл пулусенче 2016 çулта Пенси законодательствине кĕртнĕ улшăнусем, республикăра пушар тухасран сыхланмалли мерăсем пирки калаçу пычĕ.
Пирĕн районта 2016 çулта информаци ушкăнне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ _ экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи комитечĕн Председателĕ Олег Мешков ертсе пыракан ушкăн ĕçлĕ. Хальхинче те тĕп хуламăртан килнĕ тата хамăр районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсенче тата аякри ялсенче пулса халăхпа курса калаçрĕç. Тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллашма пултаратăр.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)