АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх шанчăклă пултăр

18 февраля 2016 г.

Раççей Федерацийĕнчи Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ хăйĕн анлă ларăвĕнче "Раççейри пенсионерсен Канашĕн" обществăлла организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн çулталăклăх ĕçне палăртрĕ. Ларăва видеоконференци мелĕпе ирттернĕрен унăн ĕçне йышлăн хутшăнчĕç. Пирĕн районтан _ администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, пенси фончĕн ертỹçи, социаллă хỹтлĕх тата центр пайĕн специалисчĕсем, пенсионерсен канашĕн председателĕ тата ыттисем те.

Кун йĕркинчи ыйтупа малтанах Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р. Кондратьева калаçрĕ. Вăл тивĕçлĕ канăва тухнисен иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетме тăрăшрĕ. Страхлав пенсийĕсем мĕнле ỹс- се пыни çинче чарăнса тăчĕ. Индексаци кăçалхи февральте те пулчĕ. Вăл ĕçлемен пенсионерсене тивĕçрĕ. Тепĕр индексаци апрель уйăхĕнче пулмаллине шантараççĕ.

Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 7 пинрен иртрĕ. Çавна май çак шая тивĕçеймен пенсионерсен укçи те ỹсрĕ.

"Ĕç ветеранĕ" ята илекенсен йышĕ самай пысăкланчĕ. Хĕрарăмсен 37.6, арçынсен 42.6 çул ĕç стажĕ пуррисем тивĕçеççĕ халь ăна. Граждансен 90 проценчĕ ватлăхра социаллă пулăшупа усă курать. Районти пенсионерсен канашн

е Т. Полякова ертсе пырать. Сăмах май, Татьяна Александровна тивĕçлĕ канăва тухнисем вырăнта мĕнле мероприятисем ирттернипе паллаштарчĕ. Районти тĕп библиотекăра "Радость" клуб йĕркеленĕ вĕсем. Уйăхсерен пĕрле пухăнса канашлаççĕ. Вулакансен конференцийĕсем, выставкăсем, алă ĕçĕсене вĕренмелли каçсем... йĕркелеççĕ. Спорт мероприяти- йĕсенче те пуçаруллă аслă çулхи çынсем. Çăмăл атлетикăпа, йĕл- тĕрпе чупма ỹркенмеççĕ. Шашка-шахмат сĕтелĕсем хушшинче те курма пулать вĕсене.

Видеоконференцие республикăри пенсионерсен уйрăмĕн правленийĕн председателĕ В. Сапожников пĕтĕмлетрĕ. Халиччен мĕн туса çитерейменнине малалла тăсма пулчĕç унта. Пенсионерсене компьютера вĕрентес ыйту та тăчĕ. Пурте ĕçре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва тĕпе хумаллине палăртрĕç.

Видеоконференци вĕçленнĕ хыççăн унта хутшăннисем район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе, социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕпе М. Айзатулловпа калаçăва малалла тăсрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика