18 февраля 2016 г.
Чăваш Енре "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ çирĕм-мĕш хут старт илчĕ. Çулсеренех пухăнакан укçа-тенкĕпе Раççей ача-пăча фончĕн программисемпе килĕшỹллĕн йывăр чирлĕ ачасене сиплеме, нумай ачаллă çемьесене пулăшма, больницăсем валли тĕрлĕ медицина оборудованийĕ, тренажерсем, аппаратсем туянма, ача са- чĕсене теттесемпе тивĕçтерме тата ытти тĕллевпе те усă кураççĕ.
Иртнĕ çул пирĕн районти ĕç коллективĕсем, уйрăм усламçăсем, граждансем, хастарсем хăйсен сумлă тỹпине çак пархатарлă ĕçе хывса 350 пин тенке яхăн укçа ятарлă счет çине куçарнă. Ырă кăмăллăхпа пуçтарăннă кĕмĕлĕн пĕр пайĕ йывăр çемьесенче çитĕнекен ачасене шкул тата спорт формисем туянса пама, чирлĕ ачасене сиплеме тата ытти тĕллевпе те кайнă. Хальхинче те районта пурăнакансем ятарлă акцие хастар хутшăнасса шанас килет. Укçа-тенке ЧРО ООБФ "Российский детский фонд" счечĕ çине куçармалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)