20 февраля 2016 г.
ИРТНĔ эрнере çеç Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем район халăхне "Укçа чул кастарать" спектакльпе савăнтарчĕç. Паянхи пурнăçран илнĕ чăнлăхра çемьери ăнланманлăх, ашшĕпе-амăшĕ тата ачисем хушшинчи хирĕçтăру укçапа çыхăннине, вăл чул та кастарма пултарнине тỹрреммĕн уçса пачĕç сцена ăстисем.
Тепĕр чухне вара укçа чул çеç те кастармасть, кирлĕ пулсан тимĕр решетке леш енне те кайса лартать. Сăмахĕ вара спектакльти евĕр чăн-чăнни пирки мар, суя, ултавлă укçасем пирки пырать. Районти шалти ĕçсен пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче 1000 тата 5000 тенкĕлĕх суя купюрăсене çаврăнăшран чарса лартнă. Ку таранччен банксенче суту-илỹрен кĕнĕ тупăшсене шутласа илнĕ хут кĕмĕлсенчен çакнашкал виçĕ юрăхсăррине асăрханă та. Çакă, паллах, чăн малтан сутуçăсен тимсĕрлĕхĕпе, явапсăрлăхĕпе çыхăннă. Пысăк номиналлă укçана алла тытсан кирек камăн та вăл суя пулманнине ĕненмесĕр ăна ваклама тăрăшмалла мар. Иккĕленỹллĕ туйăм çуралсанах йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем патне "02" телефонпа шăнкăравламалла.
Хăйĕн пайтишĕн патшалăха суйса ултавлă укçа ха- тĕрлесе унпа усă куракан право хуралĕн сотрудникĕсен аллине çакланасси паллă. Усал шухăшлă преступника вара РФ Уголовлă Кодексĕн 186 статйипе килĕшỹллĕн пысăк айăплав кĕтет: вăл 5 çултан пуçласа 15 çул таранччен тимĕр решетке леш енче ларма пултарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)