АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев

20 февраля 2016 г.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак паллӑ кун эпир Раҫҫейӗн мухтавлӑ салтакӗсен нумай-нумай ӑрӑвӗн тава тивӗҫлӗӗҫӗсемпе паттӑрлӑхне, хӑйсен пурнӑҫне яваплӑ та пархатарлӑ тӗллеве – Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлессине, унӑн интересӗсене тата хӑрушсӑрлӑхне хӳтӗлессине халалланӑҫынсене тивӗҫлипе сума сӑватпӑр. Вӗсен паттӑрлӑхне асра тытасси, ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр ҫӗршывӑн паттӑрла историйӗҫинчен тӗрӗссине каласа кӑтартасси, ҫамрӑксене патриотлӑха тата ветерансен умӗнче эпир пурте парӑмлӑ пулнине ӑша хывтарса пӑхса ҫитӗнтересси – пирӗн гражданла тивӗҫ.

Чӑваш Енре ҫамрӑксене ҫарпа патриот воспитанийӗ парас, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче хӗсметре тӑма ӳт-пӳ тата ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен хатӗрлесе ҫитерес ыйтусем ҫине тимлӗ пӑхаҫҫӗ.

Республикӑра волонтер юхӑмӗ анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш Енри шырав отрячӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хаяр тытӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсем таврашӗнче йӗркелекен экспедицисене кашни ҫулах хутшӑнаҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршыв чиккисем малашне те шанчӑклӑ хӳтлӗхре пуласси пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Пирӗн мирлӗ пурнӑҫа сыхлассипе ҫыхӑннӑ чыслӑ тивӗҫе пурнӑҫлакан мӗн пур ҫынна, ҫӗршыв суверенитетне тата ирӗклӗхне шанчӑклӑн хӳтӗлекенсене пурне те чӗререн тав тӑватӑп. Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх тата малашлӑха ырӑ шанӑҫпа пӑхма сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика