20 февраля 2016 г.
Нарăсăн 17-мĕшĕнче районта иртнĕ Информаци кунне хутшăннă ушкăнсем кун йĕркинчи ыйтусене ĕç коллективĕсенче сỹтсе явнă май, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру йĕркисенчи çак шухăш патне тухрĕç: "Эпир пурте тăнăçлă та вăйлă республикăра пурăнасшăн, Раççей, Чăваш Ен, тăван халăх ырлăхĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесшĕн".
Информаци кунĕн тĕп теми _ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Уçă Çырăвĕ пирки _ вырăнти граждансемпе сăмах пуçарма, унта лартнă çирĕп тĕллевсене сỹтсе явма, информушкăна ĕçлеме йывăр пулмарĕ. Мĕншĕн тесен вырăнти муниципалитетсенче те, педагогика, культура учрежденийĕсен, ял хуçалăх предприяти- йĕсен коллективĕсенче те унпа тĕплĕн паллашнă çеç мар, 2016 çул валли лартнă программăна сỹтсе те явнă. Тĕл пулусенче тĕп хуламăртан çитнĕ информаци ушкăнĕн членĕсемпе пĕрлех районти Пенси фончĕн представителĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем, районти пушар надзорĕн представителĕсем те хутшăннăран 2016 çулта пенси законодательствинчи улшăнусем, республикăра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли мерăсем пирки те çивĕч калаçусем пулчĕç.
Çĕнĕ çул хыççăнхи пĕрремĕш информаци кунĕнчи темăсене вырăнти халăхпа сỹтсе явма пирĕн районта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков ертсе пыракан ушкăн ĕçлерĕ. Район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа тĕл пулса ыйтусене çивĕчлетнĕ хыççăн пĕрремĕш ушкăн _ Олег Вадимовичпа пĕрлех район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, районти Пенси фончĕн управляющийĕ Галина Синеева, районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Андрей Тукмаков Ыхра Çырминчи ял тăрăхĕнче пулчĕç, Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕнчи аш-какай тирпейлес тĕллевпе тăвакан цехпа паллашрĕç-, культура çурчĕн, вăтам шкулăн коллективĕсене çитсе кун йĕркинчи ыйтусемпе пĕрлех ытти канăçсăрлантаракан проблемăсене хускатрĕç, сỹтсе яврĕç. Хальхи вăхăтра кунта педагогика коллективне, ачасемпе вĕсен ашшĕ- амăшне канăç паман ыйту _ ял тăрăхĕнче ачасемпе çамрăксен сывлăхне тĕреклетме ку чухнехи спортзал çукки. Шкул директорĕ Мансур Сайдашев та çак шухăша хăйĕн сăмахĕнче пусарсах палăртрĕ. Вăтăр çул ытла педагогсен коллективĕн "рулĕ" умĕнче пыракан ертỹçĕне шкулта ку чухнехи столовăй оборудованийĕсем пулманни те канăçсăрлантарчĕ. Тĕл пулусенче Ыхра Çырминче çĕнĕ клуб тăвас ыйту "пиçсе" çитнине те палăртрĕç. Культура вучахĕ ял илемĕ çеç мар, халăха пухăнса чун канăçне тупмалли, мероприятисем ирттермелли чи хăтлă вырăн пулмалли каламасăрах паллă. Ял тăрăх пуçлăхĕ Ф. Алиуллов палăртнă тăрăх, поселенинче демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни çамрăксене яла хăварас тĕллевпе тата ытларах ĕçлеме хистет.
Информаци кунĕн программипе Пăлапуç Пашьелĕнче халăхпа тĕл пулакан ушкăн пĕрремĕш те, юлашки те пулман темелле. Кун йĕркинчи ыйтусене ял тăрăхĕнче сỹтсе явма пикенсенех Пашьелсен ашшĕ-амăшне канăç паман ыйту каллех çĕкленчĕ: ку вăл _ шкул патне çитекен çула йĕркене кĕртесси. Кĕрхи-çурхи çанталăк- ра техникăпа мар, çуран та атă кунчи таран çăрăлакан пылчăк йăлăхтарса çитерни кашни тĕл пулурах çĕкленет темелле. Ял тăрăх пуçлăхĕ В. Никитин кун пирки "пăр" тапраннине пĕлтерсе çапла хуравларĕ:
_ Пăлапуç Пашьелсен бюджечĕ 1,5 миллион тенкĕ ытларах çеç. Урăхла каласан, пĕр-пĕр пуян çыннăн хысни темелле. Апла пулин те чылай ыйтупа ерипен лару-тăруран тухма тăрăшатпăр. Шкул çывăхне тăсăлакан пĕр çухрăм çулăн проектпа смета документацийĕсем хатĕр, экспертиза та тухнă. Çакă проблемăна (çаплах калас килет) вăраха тăсса ямасăр татса пама хистет. Ку тĕлĕшпе шанчăк çук мар.
Ял тăрăхĕнчи тĕл пулусенче Владимир Клементьевич хăйсен ялне инвестици кĕртмелли хăш-пĕр вăрттăнлăхĕсене те систерчĕ (хальлĕхе вăл хамăрта çеç юлтăр-ха). Ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕрсен, Пашьелсен бюджет çăл куçĕсем тата ытларах пулĕç. Ун пек чухне вара Республика Пуçлăхĕ калашле, халăх ырлăхĕшĕн пайтах ырă ĕç пурнăçлама пулĕ.
Пăлапуç Пашьелĕнчи информаци кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Николай Краснов, "Фирма "Овит" тулли мар яваплă общество директорĕ Вениамин Остроумов, районти Пенси фончĕн пай пуçлăхĕ Алена Клеменьева хутшăнчĕç, халăхпа йĕркеленĕ куçа-куçăн калаçура тĕрлĕрен ыйтăва хуравларĕç.
Çак кунхинех район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Светлана Чернова тата Чăваш Республикинчи ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Викторов Кзыл Чишма ял тăрăхĕнчи тĕрлĕрен ĕç коллективĕсемпе кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç, вĕсемпе уçă калаçу йĕркелерĕç.
А. ЕГОРОВА.
Андрей ТУКМАКОВ, районти пушар надзорĕн аслă инспекторĕ: _
Республика, район пĕлтерĕшлĕ мероприятисен программине пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене кĕртнине, халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса тĕрлĕрен темăна, çĕнĕлĕхе сỹтсе явнине питĕ ырлатăп. Паян вăл вырăнлă çеç мар, кирлĕ те. Эпир хамăр енчен те хальхи вăхăтра "Пурăнмалли çурт-йĕр" операципе тăтăшах ялсене тухса çỹретпĕр, пĕччен пурăнакан ватăсемпе, йывăр шăпаллă çемьесемпе курнăçатпăр, пушартан сыхланмалли йĕркесем пирки калаçатпăр. Ку таранччен пирĕн районта пилĕк пушара шута илнĕ. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 38 процент сахалтарах пулни вара пирĕншĕн лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Профилактика ĕçне малалла та çивĕчлетĕпĕр.
Алена КЛЕМЕНТЬЕВА, Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмĕн пай пуçлăхĕ:
_ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче федерацин амăшĕн капиталĕн программи вăйра тăрассине 2018 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăснине пĕлтерчĕ. Республикăн амăшĕн капиталĕн программине те, пĕр çемьене тивĕçекен 100 пин тенкине парассине те, малалла тăсмаллине каларĕ. Çакă, паллах, республикăри, районти демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май паракан ырă хавхалану. Пирĕн районта сăмахран, 2007 çултанпа 2500 амăшне сертификат панă. Çăмăллăхпа усă куракансем ытларах патшалăх уйăрнă укçа-тенке çурт-йĕр тума е ăна туянма янă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)