20 февраля 2016 г.
ЧР Патшалăх Канашĕн коммунистсен фракцийĕн лидерĕ Дмитрий Евсеев КПРФ йышĕн- чен тухать. Çакăн пирки вăл февралĕн 11-мĕшĕнче брифингра пĕлтернĕ.
"Эпĕ Раççей Федерацийĕн Коммунистсен партине 20 çул халалларăм. КПРФăн Чăваш Енри хальхи ертỹлĕхĕ парти организацине хăйсен çемье бизнесне çавăрчĕ. Халĕ партин тĕп хуçалăх акчĕ _ Шурчанов-ашшĕ влаçа Шурчанов-ывăлне парасси _ пуçланчĕ. Валентин Сергеевич Патшалăх Думин суйлавĕнче сасă пухса Мускава тепĕр хут таврăнасшăн, ывăлне вара ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ туса КПРФăн республика организацийĕнче хăварасшăн. Ку тĕслĕхре вĕсемшĕн суйлавçăсен интересĕсем пĕлтерĕшлĕ мар. Февралĕн 10-мĕшĕнче партин республикăри бюровĕн ларăвĕ иртрĕ, унта парти членĕсен пĕчĕк йышĕ Патшалăх Канашĕн депутатне суйланас текен кандидатсене палăртнă. Çак списокра ик- кĕленỹллĕ репутациллĕ çынсем пур, партин йĕркеллĕ йышĕ вĕсене хирĕç. КПРФăн регион уйрăмĕнче хальхи ертỹçĕ кадр ыйтăвĕсене сỹтсе явасшăн мар. Анчах çакнашкал кадр политикипе текех килĕшмелле мар", _ хăй мĕншĕн кайнин сăлтавне ăнлантарнă Евсеев.
Юлашки çулсенче асăннă партирен хастар та пуларуллă чылай коммунист кайнине палăртмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)