20 февраля 2016 г.
Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне ача сачĕсенче те, шкулсенче те, предприятисемпе организацисенче те палăртмасăр хăвармаççех. Тĕрĕс те тăваççĕ. Паян шкул саккинче ларакансем малашлăхра чикĕ хуралне тăраççĕ. Çитĕнсе çитнисем хăйсен Конституци тивĕçне пурнăçлаççĕ. Аслисем вара салтак тумне тăхăннă. Маншăн та, икĕ ывăл амăшĕшĕн, çывăх çак уяв. Мăшăрăм хăй вăхăтĕнче салтак пăттине çинĕ. Асли вара паянхи уява çар полигонĕнче кĕтсе илет. Унтан килекен çырусем тăрăх тăван атте-анне патне çуралнă хисеп яр уççăн курăнать, савăнăç куççулĕ те кăларать. Анчах мана паян пачах урăххи пăшăрхантарчĕ. Редакцине куллен вуншар, унран чылай ытларах çын кĕрсе тухать. Кашнийĕн хăйĕн хуйхи-суйхи, савăнăçĕ... Акă ача садĕнче ĕçлекен пĕр воспитательница калаçăвĕ вара çан-çурăма çỹçентерсе шăнтать. Ачасемпе ирттерме хатĕрленекен пĕр уявшăн миçе каç çĕр çывăрман вăл! Ăна никам та пĕлмест. "Сăлтавĕ мĕнре-ши?" _ тейĕ вулакан. Ушкăнра ỹсекен хăш-пĕр ачасен ашшĕ çитĕнекен ăрупа юнашар пулманнинче. Пĕрисен нумай вăхăтлăха Мускава ĕçлеме кайса çỹрет, теприсен ют йăвара хỹтлĕх тупнă. Ăнлантар халĕ ачана. Сăнĕ-пичĕ Барби евĕр пуканепе Сетнер пек ачисем мĕншĕн çурма тăлăх ỹснине ашшĕ шутлама та пĕлмест пулас.
Воспитательница уява шăпах ашшĕсене йыхравлама шут тытрĕ. Камăн çывăх çынни ерçеймест _ пиччĕшĕ, аслашшĕ, кукашшĕ те килме пултарать. Анчах Эльвирăн никам та çук. Амăшĕ те ютран качча килнĕскер. Хăйĕнчен аслăраххи те хĕрача. Мĕн тумалла? Çемье тулли мар пулнине пурин умĕнче систерес те килмест.
Çут тĕнчене телей курма, килĕшỹпе çуралнă ача никам умĕнче те айăпа кĕмен. Ют хĕрарăм çеç мăшăр хушшине кĕрсе юратăва аркатнă. Анчах ачан ашшĕ ăшшине те туяс килет-çке. Тунсăха епле сирмелле? Çăлăнăç тупайнах ку хутĕн- че амăшĕ, хреснашшĕне йыхрав янă. Турă умĕнче хĕрачана хăй яваплăхне илнĕ арçын инçе çула кĕскетсе уява çитнĕ. Хĕрача пичĕ ыттисенни пекех савăнăçпа тулнă. Кашни конкурса вăл чи малтан сиксе тухнă. Воспитательницăн та тинех пĕр "çăпанĕ" шăтнă.
Эльвира амăшĕн ĕç графикĕ урăхларах. Хĕрне куллен вăхăтра садикран илме тепĕр чухне ĕлкĕреймест те. Воспитательница каллех çухалса каймасть. Ăна пĕрре мар килне илсе кайни те пулнă. Хăйĕн ачисем ỹссе çитĕннĕ ĕнтĕ, мăшăрĕпе çеç пурăнаççĕ. Хĕрача малтан питех те именчĕклĕ тыткаланă. Халĕ вара палламан "пиччĕшпе" туслашнă. Уншăн тунсăхлать те. Тĕрĕс ăнланар çакна: атте ăшши çитмест ачана. Çак çĕр çинчех пурăнать, утса çỹрет Эльвирăна чун панă çын та! Чĕппийĕсемпе пĕр йăвара пурăнманни çеç мăшкăл.
"Ăçта эсĕ, аттеçĕм?" текен хĕрача сăмахĕсем ăна утса çỹренĕ чухне те, çывăрма выртсан та тарăн шухăша яччĕрех.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)