25 февраля 2016 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулталăк пуçламăшĕнче Патшалăх Канашне янă Çырура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курас ĕçре йĕрке туса çитермеллине, тỹрĕ мар кăмăллă харпăрлăхçăсемпе арендаторсенчен хăтăлмаллине, çĕрпе саккунсăр тата ултавлă майпа усă курма тата унпа спекуляци тума ирĕк памалла маррине тепĕр хут çивĕчлетрĕ. Асăннă Çырурах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе мĕнле усă курнине муниципалитет енчен çĕр тĕрĕслевне тухăçлă йĕркелени ку тĕлĕшпе тумалли пĕрремĕш утăм пулнине те каларĕ.
Пирĕн районти влаç тытăмĕнче тăрăшакансем те çак темăпа тĕрĕс те çирĕп çул-йĕр суйласа илнĕ. Çĕрпе çыхăннă информаци уçă та, уçăмлă та пултăр тесех çĕнĕ çул умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ çеç мар, унăн çумĕпе ятарлă специалистсем те кашни ял тăрăхне çитсе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе вырăнсенче мĕнле усă курни пирки тĕпчевсем ирттерчĕç. Малтанхи ĕçлĕ çулçỹрев хыççăнах район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов влаç умĕнче тăракан çивĕч проблемăсене палăртрĕ, ял кăлависем умне çирĕп тĕллев лартрĕ: "Вырăнсенче кашни тăваткал метр çĕре регистрацилемелле, унпа тухăçлă, эффективлă усă курмалла". Урăхла каласан, пире тăрантаракан çĕр-аннемĕр нихăçан та хĕсĕр те, хуçасăр та юлмалла мар.
Районти ял тăрăх пуçлăхĕсемпе вырăна тухса ирттернĕ канашлун тĕп темисенчен пĕри шăпах çĕр анне паракан тивлетпе туллин те тухăçлă усă курасси, çапла пултăр тесен ял кăлависен кашни çĕр пайне саккунлă майпа шута илессине кирлĕ пек йĕркелесси пулчĕ. Хальхинче ял пуçлăхĕсемпе пĕрлех район администрацин структура подразделенийĕн ертỹçисем çак ыйтăва Туçа ял тăрăхĕнче, Кивĕ Ахпỹрт- ри культура çуртĕнче, сỹтсе яврĕç. Вырăнти влаç органĕн ĕç опычĕ-пе паллашас тĕллевпе йĕркеленĕ канашлăва район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа пĕрлех унăн çумĕсем _ Леонид Кузнецовпа Николай Краснов та _ хутшăнчĕç.
Канашлура район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов (ỹкер- чĕкре) юлашки икĕ уйăхра çĕр пайĕсен хуçисене тупнин результачĕпе паллаштарнă хыççăн район администраци пуçлăхĕ ыйтнипе хăш-пĕр кăлаван трибуна умне тухса калаçма та, ура çине тăрса пичĕсене хĕретме те тиврĕ. Тĕп докладчик сăмахĕнчен асăннă тапхăрта районĕпе 385 пай çĕре (670 гектар) регистрацилени паллă. 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсем 6267 гектарта пулсан, вăл шутра муниципаллă харпăрлăхăн 1443 гектар йышăнать е 23 процент. Вырăнти влаç икĕ уйăхра çĕр ыйтăвĕпе умма лартнă тапхăрта 19 ял тăрăхĕнче 43 çĕр пайне (70,96 гектар) çеç регистрацилени паллă. Сакăр ял тăрăхĕнче (Пăлапуç Пашьел, Патăрьел, Аслă Чемен, Кзыл Чишма, Çĕнĕ Ахпỹрт, Тутар Сăкăт, Тăрăн, Çĕньял) çак ыйтупа хальлĕхе пикенсе ĕçлени туйăнмасть-ха. Çавăнпа та район ертỹçисем вырăнсенче çĕр ыйтăвĕпе конкретлăрах ĕçлемеллине хытарсах каласа хăварчĕç. Çак тĕллевпе ял пуçлăхĕсем тĕрлĕ сăлтав тупни _ ĕçри тивĕçне Республика Пуçлăхĕ, район администраци пуçлăхĕ ыйтнă пек пурнăçламаннипе танах. "Пурте пĕр ĕç тусан, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен çеç лайăх кăтарту пулĕ",_ терĕ кун пирки хăйĕн сăмахĕнче Р. Селиванов.
Канашлурах район администраци пуçлăхĕн строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Николай Краснов 2016 çулта районта пурнăçламалли строительство ĕçĕсен планĕпе, район администрацийĕн ятарлă программăсен сектор заведующийĕ Григорий Каллин çурхи шыв-шуртан асăрханмалли тĕллевсемпе, строительство уйрăмĕн специалист-эксперчĕ Кристина Михайловская ял тăрăхĕсенчи тирпей-илем, ялсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенчен пухăнакан çỹп-çапа вăхăтра илсе тухасси, çуркуннепе кĕркуннехи йывăç лартмалли тапхăрсенче пысăк хастарлăх кăтартмалли плансемпе паллаштарчĕç.
Юлашкинчен канашлăва хутшăннисене Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Углев хальхи вăхăтра капиталлă юсав меслечĕпе тăвакан нумай функциллĕ спортпа культура центрĕпе, вырăнти пушар хуралĕн кантурĕпе, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)