АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Доклад хыççăнхи шухăш

25 февраля 2016 г.

Район администраци пуçлăхĕн Р. Селивановăн "Районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2016 çулхи тĕллевĕсем" доклад хыççăнхи шухăш

Петр ЯЛУКОВ, "Батыревский" АХП директорĕ:

"Хуçалăх ертỹçи пулнă май, чăн малтан мана район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов докладра кашни çĕр лаптăкне шута илмелли тата унпа туллин усă курмалли пирки каланă шухăшсем килĕшрĕç. Акăнман-лартăнман е ячĕшĕн çеç усă курнă вырăнсене курсан ман хамăн та чун ыратать. Вĕсенче тыр-пул кашласа ларсан е ытти культура çитĕнсен район бюджетне те ытларах укçа кĕрĕ, кăтартусем те аванрах пулĕç, халăх та ытлă-çитлĕ пурăнĕ.

Юлашки çулсенче ял хуçалăхне çут çанталăк та аван тĕрĕслет. Акă, пĕлтĕр районĕпе пĕр гектартан тыр-пул вăтамран 19,9 центнер тухнă. Ку 2014 çулхинчен пĕчĕкрех. Анчах пирĕн çухатусене çут çанталăк пулăмĕсемпе çеç çыхăнтармалла мар, хамăрăн та çĕнĕлĕхсем шырамалла, вĕсемпе усă курмалла. Рентабельлĕ культурăсем ытларах акмалла, лартмалла. Республикăри хăш-пĕр ра- йонсенче тăмлă-хăйăрлă çĕр çинчех пысăк тухăçлă тыр-пул, çĕрулми туса илме пултарни пире шухăшлаттармаллах, хура тăпра ырлăхĕпе туллин усă курмалла".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика