АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТ ПИРЕ ВĂЙ-ХАЛ КỹРЕТ

25 февраля 2016 г.

Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ районта оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕпе пĕр килчĕ. Çавна май вырăнсенче тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ. Вĕсене çамрăкки те, çитĕнни те, асли те кăмăлтан хутшăнчĕ.

Анат Туçа. Совет Союзĕн Геройне П. Кузнецова халалласа çулленех ирттерекен йăлана кĕнĕ мероприятие Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев уçрĕ. Павел Ефимович хĕрĕ Альбина Мышкина уяв ячĕпе саламланă май иртнĕ ăру çыннисене асра тытнине ырларĕ. Паттăрăн мăнукĕ _ Павел _ республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствин сектор ертỹçи _ çитĕнекен ăру аслисен ырă ĕçне вырăна хунине палăртрĕ. Пĕрлех райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Л. Кузнецов, Н. Перепелкин, В. Кузнецов, С. Сурков ял тăрăхĕн депутачĕсем, В. Колпаков ял старости, шкул-сад директорĕ Н. Козлова сăмах илчĕç. Унтан хĕрỹ ăмăртусем пуçланчĕç. Волейболла 4 команда тупăшрĕ. Совет тата Хутăркасси урамĕсене ăста выляссипе çитекенни пулмарĕ. Команда чысне А. Баранов, Евгенийпе Тимофей Плешковсем, А. Заплаткин, А. Астраханцев, С. Сурков хỹтĕлерĕç.

Спортра çуралакан çăлтăр пулни те хавхалантарчĕ. Çак чыса Д. Киргизов тивĕçрĕ. Н. Пласкин вара 2016 çулхи чи лайăх вылякан пулнипе палăрчĕ. Е. Мясников, С. Перепелкин, Е. Майоров, Л. Кузнецов, А. Астраханцев тĕрлĕ номинацине тивĕçрĕç.

И. Зайцев, Ю. Сурков, С. Пла- тонов, Н. Перепелкин шашка-шахмат ăстисем пулчĕç. Иван Семенович икĕ енĕпе те маçтăрлăхне кăтартрĕ.

Акт залĕнче вара Л. Платонова библиотекарь ентеш паттăрлăхĕ çинчен калаçу пуçарчĕ. А. Мышкина ăшă асаилỹсене куç умне кăларчĕ. Мини футболла выляни те интереслĕ пулчĕ.

х х х

Çĕнĕ Ахпỹрт. "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденне тивĕçнĕ В. Тукмаков воин-афганец ячĕпе ирттернĕ хоккей турнирне икĕ команда хутшăнчĕ. Çамрăксен "Олимп" команди ăста вылянипе палăрчĕ. "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята С. Трифонов, "Чи лайăх вылякан" _ Д. Трифонов, "Чи лайăх вратарь" В. Волков пулчĕ.

Вăййа хутшăнакансене ăнăçу сунса тата уяв ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Краснов, шкул директорĕ А. Кузнецова, район Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, А. Ильин воин-афганец тата Владимир Федорович ашшĕ Федор Петрович саламлани те кăмăла çĕклерĕ.

х х х

Аслă Чемен. Кунта каратэ енĕпе икĕ хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă, спорт мастерĕ Н. Алешев ячĕпе йĕлтĕрпе ăмăрту иртрĕ. Вăрман тăрăхĕнче спортăн çак енне кăмăллаççех. Çĕнтерỹçĕсене ỹсĕм çулĕпе палăртрĕç. Кĕçĕннисенчен пĕрремĕш вырăнсене И. Сухачевпа А. Макарова, А. Тарасовпа А. Зотова, А. Федоров, Д. Иванов, Е. Ежова, В. Казанцев, П. Таганова, Р. Сулагаев, К. Фролова, П. Макаров, М. Матюшкина, аслăраххисенчен А. Медведев, А. Кадушкин, Е. Сюзюкина, С. Антонов, Светланăпа Зинаида Макаровасем, П. Макаров, Г. Медведев, В. Сидуков, С. Вахмистров, 70-тен иртнисенчен Б. Сюзюкин тухрĕç.

Макаровсемпе Медведевсем чи хастар спорт çемйисем пулчĕç. Ăмăртусене Шăхач, Туçа, Улатăр районĕнчи ял тăрăхĕ-сен хастарĕсем хутшăнни те кăмăллă.

х х х

Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи уйрăмĕнче шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ. Унта пухăннисене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, çар комиссариачĕн ертỹçи Е. Семенов, районти шашка-шахмат федерацийĕн президенчĕ Н. Федоров саламларĕç.

Турнирта шашкăпа Н. Федоров (пĕрремĕш), П. Кальметов, А. Тинюков, шахматпа А. Тинюков, Н. Федоров, В. Шадиряков çĕнтерчĕç.

х х х

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта çакăнтан вĕренсе тухнă, "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден кавалерĕ Р. Куликов воин-интернационалист ячĕпе тутарла-пушкăртла кĕрешсе ăмăрту иртрĕ.

Унăн пĕлтерĕшĕ ỹссе пынине турнира Тутарстан Республикинчи Пăва тата Çĕпрел районĕсенчи спортсменсем килни те çирĕплетет. Тупăшăва хутшăнакансене тата курма килнисене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăхĕн ертỹçи М. Хакимов, тутарла-пушкăртла кĕрешекенсен федераци президенчĕ Ф. Чабатов, шкул директорĕн çумĕ Х. Сабитов, класс ертỹçи Т. Айзатуллов, Рифкатăн пиччĕшĕ Рашит тата ыттисем саламларĕç.

Кĕрешỹçĕсем вунă виçе категорийĕпе ăмăртрĕç. Кану вăхăтĕнче шкул ачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

х х х

Çак кунсенчех "Батыревский" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче ĕçлекенсен йăлана кĕнĕ мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Вăййа çавăн пекех Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Моисеев, Д. Сегов, В. Спиридонов, Н. Викторов, Д. Аврелькин депутатсем те хутшăнчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

х х х

Треньелĕнчи стадиона Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ А. Краснов ячĕпе ирттерекен мини-футбола кашнийĕнчех халăх йышлă пуçтарăнать. Кăçалхипе вăл 14-мĕш хут пулчĕ. Унта 10 команда хутшăнчĕ. Турнира Шăмăршă, Шупашкар, Йĕпреç районĕсенчен килни те савăнтарать.

Малтанах район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Горбунов, республикăри финанс министрĕ С. Енилина, Тăрăн ял тăрăхĕн ертỹçи К. Михеев, Л. Кураков академик, "Исток" çĕр ĕç фирмин ертỹçи А. Илюткин, шкул-сад директорĕ И. Кошкина, Ыхра Çырми вăтам шкул директорĕ М. Сайдашев тата ыттисем сăмах илчĕç.

Турнирăн куçса çỹрекен кубокне тата такана Патăрьел команди çĕнсе илчĕ.

Хăнасем пуш алăпа килмен. А. Краснов хĕрĕсем шкул-сад ачисем валли парнесем кỹчĕç.

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика