25 февраля 2016 г.
Пирĕн республикăра çулленех грипп кăрлач-нарăс уйăхĕсенче сарăлать. Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх январь уйăхĕн вĕçĕпе февраль пуçламăшĕсенче пирĕн патăрта икĕ çынна А(H1N1) ернине тупса палăртнă. Вĕсенчен пĕри Мускавран ĕçлесе килнĕскер, тепри вара Канашра вĕренекен студент.
Мĕнле палăрать-ха чир? Ỹт температури сасартăк ỹссе каять, ỹслĕк, сунас пуçланать, пуç, ỹт тĕртĕмĕ ыратать, сывлав хăвăртланать, коньюктивит амаланать. Хăшĕ-пĕрин вар-хырăмĕ пăсăлать.
Сезон вăхăтĕнче грипп 5-7 кунран кăна йывăр чире куçма пултарать-тĕк, А(H1N1) _ 2-3 кунранах. Вĕсен шутĕнче _ вируслă пневмони: пациент сывлăш пỹлĕннипе аптранă чухне искусствăлла майпа вентиляцилеме тивет.
Грипăн малтанхи палăрăмĕсем сисĕнсенех тухтăра киле чĕнмелле, вăл хушнине çирĕп пăхăнмалла. Çемье членĕ килте сипленсен ăна уйрăм пỹлĕме вырнаçтармалла. Ачасене грипп вирусĕ аптратсан садике е шкула ямалла мар.
Чирлĕ çынна чей, ăшă сĕт, çырла шывĕ е сĕткенĕ ытларах ĕçтермелле. Антибиотиксемпе сипленме тăхтăр. Çын йышлă çỹрекен вырăна ан тухăр. Алăсене супăньпе тăтăш çумалла. Пỹлĕме час-часах улăштарни те вырăнлă.
Н. ЗАЙЦЕВА, медсестра
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)