АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çынсемпе _ пуласлăх

25 февраля 2016 г.

Çулленех республикăри пин çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçет. Кăçалхи стипендиатсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен И. Ялукова та пур.

Ирина Вячеславовна кунта 2013 çултанпа вăй хурать. Каçал хĕрĕ И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика университетĕн- че кĕçĕн классене тата акăлчан чĕлхине вĕрентекенĕ пулма ăс пухнă. Университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 57-мĕш пĕлỹ çуртĕнче вĕрентнĕ. Анчах пурнăç сукмакĕ ăна Юхма ене илсе çитерет _ Тăрăн кинĕ пулса тăрать. Ирина Вячеславовна халь виççĕмĕш классен ертỹçи. Пĕчĕк шăпăрлансемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлет вĕрентекен, вĕсен тавракурăмне аталантарассишĕн нумай тăрăшать. Хăй те пĕлĕвне ỹстерессипе тимлет: педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене алла илет, ĕçтешĕсен опычĕпе паллашать. Район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнать. Унăн методика кăтартăвĕсем тĕрлĕ журналта пичетленеççĕ. Наука, пултарулăх тĕпчевĕсенчен те айккине юлмасть. 2015 çулта И. Ялукова "Чи лайăх çамрăк специалист" конкурсра иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Лара-тăра пĕлмест çамрăк учитель. Вăл "Вдохновение" ташă кружокне, шкул хорне, вокал ансамбльне çỹрет. Спортпа та туслă. Ачасемпе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать.

"Шкул вăл _ пĕр пысăк çемье. Эпĕ хама ĕçре ирĕклĕ вĕçеври кайăк пекех туятăп. Аталанма майсем шыратăп, çĕнĕлĕхсем пĕлме тăрăшатăп. Çак туслă çемьере учительсем ашшĕ- амăшĕ вырăнĕнче, вĕренекенсем вара _ вĕсен ачисем. Пире пурне те пĕр тĕллев çыхăнтарса тăрать _ пĕлỹ тĕнчипе çирĕп утăмсемпе малалла утасси, кашнин пултарулăхне туллин уçса парасси, пурнăçа илемлĕрех, интереслĕрех тăвасси. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçни тата тăрăшарах ĕçлеме хистет, _ тет Ирина Ялукова.

О. КАЛЛИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика