АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи шыв-шур никама та ан кăтарттăр хур!

27 февраля 2016 г.

 УРАМРА хĕл уйăхĕн юлашки кунĕсем хуçаланаççĕ пулин те, çут çанталăк кăмăлĕ çуркунне еннелле туртăнни тахçанах сисĕнет: уй-хирсем те улаланчĕç, çул çийĕпе тăкăрлăксем те йĕпенсе шыв- ланчĕç... Кĕçех путăксемпе варсенче те çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлеме пуçлĕ...

Шыв-шур тапхăрне вырăнсенче кирлĕ пек хатĕр- ленсе ирттерсе ярас тĕллевпе район администрацийĕ ятарлă постановлени кăларнă. Чылай çулсенчи сăнав вара çакна кăтартса парать. Шыв хăпарса ейỹ сарăлнă вăхăтра районти ултă ялти _ Патăрьелĕнчи, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Тутар Тимешри, Тăрăнти, Анат Туçари, Вăтаелĕнчи _ 65 хуçалăх çутçанталăк пулăмĕнчен сиен курма пултараççĕ. Çавăнпа та паян кашни ял тăрăхĕнчех ятарласа çирĕплетнĕ çынсен гидротехника сооруженийĕсене пăхса, шыв çулĕсене уçса тăмалла. Инкек-синкеке чăтма мар, парăнтарма ансатрах. Кашни çыннăн чĕрине ырă туйăмпа ăшăлăх илсе килекен çуркунне никама та хур ан кăтарттăр!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика