АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çын йăнăшне эпир те тăвар мар. Е хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр…

27 февраля 2016 г.

КУЧУХНЕ çынсен ытларах пайĕ тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурнăçа сыпăнтарса пыраççĕ пулин те, ултавлă çулпа кайса укçа-тенкĕллĕ пулас шухăшлисем те тупăнсах тăраççĕ. Республикăри ШĔМĕн пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх юлашки эрнере çеç палламанскерсем усал шухăшпа пилĕк çыннăн шанăçне кĕрсе Интернет урлă е тата банк картин реквизи- чĕсене шахвăртса кĕмĕлĕсене каса-каса илнĕ. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ умĕн çеç тĕп хуламăрти вăтăр çулхи пĕр чиперкке хăйне кредит илме пулăшакана чĕререн шанса çак çăмăллăхшăн тăруках çичĕ пин тенкĕ куçарса панă. Çак пĕлтерĕве вара вăл шăпах Интернетра тупнă та. Вăхăт иртнĕ хыççăн та нимĕнле çăмăллăха кĕтсе илейменскерĕн ирĕксĕрех пăтăрмах пирки йĕрке хуралне пĕлтерме тивнĕ. Ку вăл преступникĕн "вăлтине" çакланнă пĕр тĕслĕх çеç. Çавăнпа та хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр тенĕ пекех, ют çын йăнăшне эпир тăвар мар, ултавçăсен шанăçне кĕрер мар!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика