27 февраля 2016 г.
Районти агропромышленность техникумĕнче Чăваш Енри хурт-хăмăрçăсен иккĕмĕш форумĕ "Вĕлле хуртне пулăш" ятпа иртнĕ.
Унта вĕлле хурчĕсемпе ĕçлекен районсем хушшинчи зоотехник-консультант Н. Пирожков, Рязаньти патшалăх агротехнологи университечĕн хурт-хăмăр академийĕн доценчĕ Н. Попова, Мускаври "Агробиопром" пĕрлешĕвĕн представителĕ Т. Беспалова, Шупашкар епархийĕн Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Сергий Пегасов протоиерей, Чăваш Енри Духовнăй управленийĕн председателĕ, Общество палатин членĕ Мансур хазрат Хайбуллов тата 200 ытла çын хутшăннă. Форума Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн зооветеринари факультечĕн доценчĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ Г. Тобоев ертсе пынă.
Пирĕн район вĕлле хур- чĕсене ĕрчетессипе аван ĕçленипе палăрса тăрать. Çакăнта Н. Пирожковăн тỹпи те пысăк. Николай Петрович хурт-хăмăрпа кăсăкланнă май çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртекен мероприятисене те хутшăнать. Вĕсенчен килсен ыттисене те çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать. Çамрăксене пуçламăш утăмсем тума пулăшать.
Вĕлле хурчĕ пирки Библинче тата Коранра та асăннă. Шăпах çакăн пирки Сергий Пегасов протоиерейпе Мансур хазрат Хайбуллов паллаштарнă.
Канашлура утарта çуркунне тумалли ĕçсем, чир-чĕрсене хирĕç кĕрешесси тата сиплесси пирки те хускатнă.
Хурт-хăмăрçăсен форумĕ тухăçлă иртнĕ. Вĕлле хурчĕ усракансем тата çак ĕçе нумай пулмасть çеç пуçăннисем те тулли информаци илнĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. Çавăн пекех мероприятинче "Чи лайăх пыл-2015" конкурс иртнĕ, унта çирĕмĕн хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Çĕрпỹ районĕнчи А. Федоров, иккĕмĕшпе виççĕмĕшсене пирĕн районти В. Еловпа Б. Минин çĕнсе илнĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)