27 февраля 2016 г.
Районта Патăрьел райповĕн уполномоченнăйсен пухăвĕ иртрĕ. Унта "Чувашпотребсоюз" правленийĕн председателĕ Л. Абрамова, район пуçлăхĕ, депутатсен Пухăвĕн председателĕ, Первомайски коопераци участокĕн уполномоченнăйĕ М. Петров, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Сăкăт коопераци участокĕн уполномоченнăйĕ П. Никифоров тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Паян лавккасем çумăр хыççăнхи кăмпасем пекех "шăтаççĕ". Вĕсем хушшинче райпон суту-илỹ çурчĕсене аталанса пыма тата экономика кризисĕнче малалла талпăнма çăмăл мар. Çитменнине пурнăçпа тан утас тесен çĕнĕлĕхсем те кĕртсех пымалла, халăх кăмăлне те шута илмелле. Райпо тивĕçтерĕвĕпе районта пурăнакансен 53 проценчĕ усă курать. 267 суту точки ĕçлет, вĕсенчен 159-шĕ эрех-сăра сутаççĕ. Иртнĕ çул райпон пĕтĕм подразделенийĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 358 млн тенкĕпе танлашнă. Умма лартнă тĕллеве 87 процент çеç пурнăçланине палăртрĕ райпо председателĕ П. Перепелкин хăйĕн докладĕнче. Çакна вăл тавара йỹнĕрех хакпа тивĕçтерекенсене шыраманнипе, продукцине ытти лавккасенчен хаклăрах сутнипе çыхăннине те пĕлтерчĕ.
Пайщиксем каланине шута илсе 2015 çулта Вăтаелĕнчи, Кивĕ Ахпỹртри, Треньелĕнчи, Упамсари, Ишлĕри тата Именкассинчи, Тутар Сăкăтĕнчи лавк- касене юсанă. Шăхачри тата Анат Туçари суту-илỹ çурчĕсене реконструкциленĕ. Райпон материалпа техника базине аталантарма пĕлтĕр 5 млн тенкĕ хывнă.
2015 çулта икĕ проекта хутшăнса лавккасене автоматизациленĕ тата пĕтĕмĕшле туяну системине аталантарнă. Кăçал вара эрех-сăра сутма ЕГАИС системине пурнăçа кĕртме тытăнаççĕ.
Ялта кашни килтех выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Çакна шута илсе райпо ветеринари аптеки уçнă. Унта халь хулари пекех, дисконт карточкипе те усă курма май пур.
П. Перепелкин отчет тунă май çитменлĕхсене, вĕсене пĕтерме çине тăрсах ĕçлемеллине асăнчĕ. Унтан Сăкăт коопераци участокĕн уполномоченнăйĕ П. Никифоров сăмах илчĕ. Петр Николаевич райпо ĕçĕ-хĕлĕпе район пуласлăхĕ те çыхăнни, экономика кризисне пула халăхра укçа чакнăран сĕт, тырă пухассине йĕркелемелли пирки чарăнса тăчĕ.
Пухура Л. Абрамова та сăмах илчĕ. Вăл республикăра туса кăларакан продукцисене сутассине ытларах ỹстермеллине, таварçаврăнăшне лайăхлатассишĕн тата тупăша пысăклатассишĕн нумайрах вăй хумаллине каларĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)