АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă

27 февраля 2016 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочильлĕ представителĕ Михаил Бибич ертсе пынă ĕçлĕ канашлусене хутшăннă.

Вĕсене Чăваш Ен муниципалитет йĕркеленĕвĕсен социаллă-экономика тата "Трактор завочĕсем" Концерн предприятийĕсен аталанăвĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.

Раççей Президенчĕн полпречĕ, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен представителĕсем муниципалитетсен аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăвне тишкернĕ.

Михаил Бибич çавăн пекех Шупашкарта "Трактор завочĕсем" Концерн предприятийĕсенчи лару-тăру тĕлĕшпе те канашлу ирттернĕ.

х х х

Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче агропромышленноç комплексне кредитсемпе пулăшас, кăçал çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтусемпе Шупашкарта анлă лару иртнĕ.

Нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ ял хуçалăх Министрĕн çумĕ Александр Петриков, "Россельхозбанк" АО Правленийĕн Председателĕ Дмитрий Патрушев, РФ Пашталăх Думин аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Комитет председателĕн пĕрремĕш çумĕ Айрат Хайруллин, регионсенчи патшалăх влаç представителĕсем, тĕрлĕ банк тытăмĕнчи ертỹçĕсем тата ытти официаллă çынсем ĕçлĕ канашлăва Шупашкара пуçтарăннă. Атăлçи округне кĕрекен регионсенче çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сỹтсе явнă. Мероприятине уçнă май, Михаил Бабич пухăннисене саламланă, паянхи пурнăçра ял хуçалăх пайне аталанса пыма çав тери меллĕ вăхăт пулнине асăннă. Импорт таварсене илсе килме чарни, аграри тытăмĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă. "2015 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пăхас пулсан, ял хуçалăх çитĕнĕвĕсем куçкĕретех. Чылай предпиятисем хăйсен таварĕсен калăпăшне ỹстерсе пыни сисĕ- нет. Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та ял хуçалăх предприятийĕсем модернизациленессипе инвестици хываççĕ, импорт таварсенчен хăтăлас тесе производствăсене туллин ĕçлеттереççĕ", _ тенĕ вăл.

Ларăва пухннисем аграри пайне кредитсемпе пулăшас ыйтусене те сỹтсе явнă. Паянхи пурнăçра уйрăмах инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырас ĕçре кредит пулăшăвĕ пысăк витĕм кỹнине палăртнă. Ертỹçĕсем регионсенче Россельхозбанк тытăмĕпе килĕшсе ĕçленине асăннă. 2016 çулта банк кредитсен виçине пĕлтĕрхипе танлаштарсан 60 процент ытларах парса тивĕçтернине пĕлтернĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра та калаçу хускатнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Бабича Чăваш Республикинче çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятине йĕркелесе ирттерме витĕм кỹнĕшĕн тав тунă.

Чăваш Ен саккăрмĕш вырăнта

"Симĕс патруль" Пĕтĕм Раççейри обществăлла организаци РФ субъекчĕсен ĕçĕсене пĕтĕмлетсе хăйĕн кулленхи рейтингне пичетлесе кăлатнă. Чăваш Республики палăртнă рейтингра саккăрмĕш вырăна тухни паллă. Пĕтĕмлетỹ тăрăх, Раççей Федерацийĕн экологи рейтингĕнче чи лайăх 10 регион шутне кĕнĕ. Палăртса хăваратпăр, рейтинга 2007 çултанпа хатĕрлеме тытăннă. Проекта пурнăçа кĕртме Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Пĕтĕм Раççейри "Лига здоровья нации" общество организацийĕн конкурс пĕтĕмлетĕвне шута илсе пурнăçланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика