АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕçре вăй хуни _ телей

27 февраля 2016 г.

 Вăрманта çанталăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те илемлĕ. Йывăçсене шап-шурă пас тытнă чухне юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Çуркунне йывăçсем сип-симĕс тутăрĕсене уртса ярсан тухас та килмест. Сывлăшĕ мĕнле уçă тата! Кăкăр тулли, антăхса кайиччен сывлас килет. Çулла çитсен кашни чечек пуç тайса сывлăх суннăн туйăнать. Кĕркунне вара вăл нихăçан та пушă алăпа ямасть: çырли-кăмпи... Тутар Сăкăтĕнче пурăнакан Х. Козлов çак хитрелĕхе ачаранах курса ỹснĕрен хăйĕн пурнăçне вăрманпа çыхăнтарма шухăшланă. Паллакансем ăна пурте "Минатулла" тесе чĕнеççĕ.

_ Эп пĕчĕклех вăрмана çỹ-реме кăмăллаттăм. Аслисемпе пĕрле утă çулма та, йывăçсем лартма та çỹреттĕм. Салтакран килсен пĕр вăхăт водительте вăй хутăм, анчах чун ачаран юратнă професси патнеллех туртăнчĕ. Çавăнпах Сĕнтĕрвăрринчи вăрманçăсен техникумне вĕренме кĕтĕм, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Хасиятулла Кемелтдинович. Диплом илнĕ хыççăн çамрăка тỹрех Шăмăршă райо- нĕнчи Шăмалак лесничествин 21-мĕш обходне ĕçлеме илеççĕ. Çакăнта вăл 41 çул тăрăшнă. Пĕр вырăнта нумай çул вăй хунăшăн ăна ятарлă паллăсемпе _ 10, 20, 30 çулпа _ хавхалантарнă. Çакă тата лайăхрах ĕçлеме хистенĕ. Наградисем вара Хасиятулла Кемелтдиновичăн çителĕклех. Вăл 2005 çулта Раççей Федерацийĕн Çут çанталăк ресурсĕсен министерствин Хисеп хутне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, 1984 çул пĕтĕмлетĕвĕпе Шăмăршăра "Вăрман хуçалăхĕнчи чи лайăх ĕçчен" ята тивĕçнĕ. Ытти наградăсем те Х. Козловăн нумай, анчах уншăн паян чи пахи _ вăл ĕçленĕ чухне лартнă йывăçсем ярăнса ỹсни, халăх хисеплени.

Вăрманçă пулма çăмăл мар: хăвăн профессине те юратмалла тата çынсемпе пĕр чĕлхе тупма та пĕлмелле.

_ Унччен пире 35 тĕрлĕ задани паратчĕç. Вĕсем шутне пура пураласси, юман, чăрăш, яхта йĕкелĕсене пухасси, кĕреçе аври тăвасси, шăпăр çыхасси тата ытти те кĕнĕ. Ку ĕçсене пĕрне те пĕччен тăваймастăн, мана сăкăтсем пулăшатчĕç. Вĕсем вара вăрман ĕçне питĕ юратаççĕ, _ тет иртнĕ кун-çулĕпе паллаштарнă май Х. Козлов.

Хасиятулла Кемелтдинович утса тухнă çулне тишкернĕ чухне час-часах В. Нягусев ертсе пынипе кăмрăк тунине те аса илет. Çăмăл мар ĕçе пурнăçлама самай тар тăкма тивнĕ. Каснă хурăн йывăççисене ятарлă пичкене хурса виçĕ талăкран кая мар çунтарнă, унтан пĕр кун си- вĕтнĕ. Шăмăршă вăрманĕнче ярăнса кăна ỹснĕ йывăçсенчен хатĕрленĕ кăмрăка михĕсем çине тултарнă хыççăн Финляндине çити руда шăратма ăсатнă. Хасиятулла Кемелтдинович хăйне шаннă тивĕçе яваплăха туйса тăрăшнă. Хĕлле-и, çулла-и _ маларах _ 840, кайран 2000 гектар ытла йышăнакан вăрмана çынсем тăриччен пăхса çаврăннă. Çулла çуран утнисем те, хĕлле йĕлтĕр сырса чупнисем те, юланутпа çỹренисем те пулнă. Каярах кăна автомашинăпа усă курма пуçланă. Çуллахи шăрăх вăхăтсенче пушар тухасран халăхпа тĕл пулусем йĕркеленĕ, шлагбаумсем лартнă тата ытти те. Ачисем вара ашшĕн пĕрремĕш пулăшуçисем пулнă. Сăмах май, Хасиятулла Кемелтдиновичпа мăшăрĕ, Миннегел Абдуллахатовна, 5 ача _ 3 хĕр те 2 ывăл _ çуратса ỹстернĕ. Пурте пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. Сăкăт хĕрарăммисемпе пĕрле Чĕмпĕр облаçне сахăр чĕкĕнтĕрĕ çумлама, пĕрчĕллĕ культурăсене алласа тасатма çулленех кайнă, тонни-тоннипе тыр-пул илсе килнĕ. Паян пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Ашшĕ- амăшпе юнашар кĕçĕн ывăлĕ çемйипе пурăнать. _

Эп чăннипех те телейлĕ. Ĕмĕрĕме юратнă ĕçре вăй хурса ирттертĕм. Тивĕçлĕ канăва кайсан та тата 5 çул тăрăшрăм. Малалла хавхаланса пурăнма 7 мăнук савăнтараççĕ, _ терĕ Х. Козлов кăмăллăн.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика