27 февраля 2016 г.
Шкул çулне çитмен ачасене çут çанталăка юратма хăнăхтарасси, экологи тĕлĕшĕнчен хăйсене тĕрĕс тыткалама вĕрентесси пĕр вĕçĕм туса пымалли ĕç. Çакна яланах асра тытса пыма тăрăшатпăр Ишлĕри "Хĕрлĕ палан" ача садĕнче вăй хуракансем. 5-7- çулхисене вĕçен кайăксемпе паллаштаратпăр. Кунта хĕл каçакан çунатлă туссене уйăрма тата ăшă еннелле вĕçсе каяканнисене пĕлме вĕрентетпĕр. Ỹт-пĕвĕнчен пĕрешкел е уйрăмлăх пуррисене сăнама хăнăхтаратпăр.
Ирхи сивĕсем кайăксене çын пурăнакан вырăна хăвалаççĕ. Ачасене сăнама лайăх та çакă. Пĕрлех вĕсене апат парса савăнтарма та пулать. Çавна май çунатлă туссене пулăшас шухăш та çуралчĕ. Д. Каллин ашшĕ тĕлĕнмелле япала ăсталанă. Унта апат хурса пама пулатех. Çакна ыттисен ашшĕсем те сăнарĕç. Пахчара чăн-чăн "столовăй" уçăлчĕ.
Ачасем çерçисем çăкăр тĕпренчĕкĕсене кăмăлланине, кăсăясемпе чакаксем тулă пĕрчисене юратнине, улатаккасем сало çинине пĕлеççех. Çĕнĕ туссене пулăшатех çитĕнекен ăру.
М. КАРПОВА, аслă ушкăн воспитателĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)