02 марта 2016 г.
ЧĂВАШ Енте "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон старт илни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ыркăмăллăх марафонне хутшăнса тĕрлĕ шăпаллă ачасен ырă пуласлăхĕшĕн, малашлăхĕшĕн пуçласа алă тăсса паракансем _ "Единая Россия" политика партийĕн Патăрьелĕнчи вырăнти уйрăмĕн политканаш членĕсем. Вĕсем ятарлă счет çине чăн малтан вунă пин тенкĕ куçарнă. Çавăн пекех яваплă та сăваплă ĕçшĕн районти социаллă хỹтлĕх центрĕн, социаллă хỹтлĕх пайĕн коллективĕсем, Первомайск, Аслă Чемен ял тăрăхĕсем, районти "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ те тỹрех кар тăнă.
Марафон малалла та тăсăлать. Çавăнпа та ытти ĕç коллективĕсем те, уйрăм хастарсем те, урăхла каласан, пулăшу кирлĕ инвалид-ачасен, тăлăх ачасен шăпишĕн пăшăрханакансем пурте май пур таран хăйсен тỹпине ятарлă фонда хывма пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)