02 марта 2016 г.
РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура самаях çивĕч ыйту _ çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси çине _ тим- лĕрех пăхмаллине каласа хăварчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та лăпланса ларни вырăнсăр. Çул çитмен ачасем хура ĕçпе явăçасран кирлĕ органсемпе пĕрле ĕçлемелли çителĕклех. Акă, çак кунсенче çеç РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă следстви пайĕ район судне айăплав пĕтĕмлетĕвĕпе уголовлă ĕç тăратнă. Вăл вара шăпах çул çитмен ача хăй пайтишĕн çине-çинех тунă хура ĕçпе çыхăннă. Çакскер чăн малтан иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче Чăвашпичет киоскĕн айккинчи стенине шăтарса вунпĕр пин тенкĕлĕх ытла таварсем илсе тухса кайнă. Кунпа çеç лăпланман, тепĕр темиçе кунтанах каллех çак лареках "ухатана" кайнă. Хальхинче тата ытларах тупăш тума ĕмĕтленнĕ çамрăк ача. Анчах "Барбарос" планĕ шартах татăлнă, йывăç патакпа кантăкне ватса çĕмĕрнĕскер, хăраса ỹкнĕ те тапса сикнĕ...
Апăрша ачи пакунлисен аллине çакланиччен тепĕр операци те туса ĕлкĕрнĕ-ха. Иртнĕ çулăн декабрь уйăхĕнчех алăкне питĕрмен çăмăл автомашинăран 21600 тенкĕ тăракан кĕсье телефонне сарăмсăр çеç йăкăртнă. Çапла вара çул çитмен арçын ача пирки пакунлисем харăсах РФ УКăн виçĕ статйипе айăплав хатĕрленĕ. Урăхла каласан, кирек мĕнле усал ĕç те вĕрен пекех: явсан-явсан вĕçĕ пулатех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)