АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлура тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явнă

02 марта 2016 г.

 Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, федераци службисен ертỹçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.

Канашлăва пухăннисем ку хутĕнче кун йĕркине кĕртнĕ регионта выльăх- чĕрлĕхсене уртаракан чирсенчен асăрханассипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн сỹтсе явнă. Чăваш Республикин ветеринари патшалăх службин ертỹçи Сергей Скворцов хăйĕн докладĕн- че выльăхсем ытларах уртаракан чирсемпе нарăс, пуш, ака уйăхĕсенче чирленине асăннă, чир-чĕр- тен сыхланас тĕллевпе час-часах профилактика ĕçĕсене йĕркеленине каланă. "Выльăхсене пурне те вакцинацилемелле. Кану кунĕсене пăхмасăрах, специалистсен хуçалăхсене çитсе килме тăрăшмалла", _ тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Кăçалхи çул валли палăртнă вакцина кĕртмелли тапхăр ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмеллине пĕлтернĕ Сергей Скворцов. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă майпа тивĕçтернĕ ĕç кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Пĕлтĕр тĕрлĕ пулăшупа 190 пин граждан усă курнине пĕлтернĕ министр. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов "Çĕрулми-2016" регионсем хушшинчи 8-мĕш курава хатĕр- ленсе ирттернĕ ĕçсем пирки чарăнса тăнă. Кăçал мероприяти Шупашкарта пуш уйăхĕн 3-4-мĕш кунĕсенче "Контур" комплексра иртĕ. Паянхи кун тĕлне курава хутшăнма Раççейри 21 регионтан тата Беларусь Республикинчен килесси паллă. Вăл кунсенче наукăпа практика конференци ĕçĕсене палăртса хунă. Халăха пахалăхлă çĕрулмине туянма та меллĕ пулĕ, вăтамран вĕсен хакĕ 12 тенкĕрен пуçласа 30 тенкĕ таран пуласси паллă. Михаил Игнатьев Шупашкарта ветерансене çĕрулмине килĕсене илсе çитерсе пама тăрăшмаллине, ку ĕçе администрацин çирĕп тĕллевре тытса йĕркелесе пымаллине каланă. Канашлура ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

х х х

Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта иртнĕ "Пурнăçшăн тăрăшмалла" обществăлла форум ĕçне хутшăннă. Пухăннисем сывлăха упрассипе çыхăннă ыйтусем тавра тĕплĕн канашланă. Рес- публика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хă- йĕн сăмахĕнче регионта усал чир-чĕртен асăрханас тĕлĕшпе сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем сахал мар тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине, халăха пĕрремĕш пулăшу парас, ял тăрăхĕсенче тата ытти сиплев учреждениĕсенче çав тери пысăк ĕçсем тунине палăртнă.

Форумăн тĕп тĕллевĕ _ ертỹçĕсен хăйсен предприятийĕсемпе организацийĕсенче ĕçлекенсене диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр вăхăтра кăларасси

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика