02 марта 2016 г.
Районти "Авангард" хаçат редакцийĕн çурчĕ çинче шурă мрамортан тунă асăну хăми çакăнса тăрать. "Авангард" хаçата 1931 çулта Митта Ваçлейĕ никĕсленĕ", _ тенĕ унта. Икĕ хутлă капмар çуртăн алăкне уçнă чухне кашниех ăна вуласа илет пулĕ тетĕп. Çак асăну хăмине эпĕ тĕп редакторта ĕçленĕ чухне, 1998 çулта, Митта Ваçлей çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа сумлă лару-тăрура уçнăччĕ. Хаваслă митинга Шупашкартан килнĕ литература, культура тата искусство çыннисем, çав шутра Миттан авалхи тусĕ, чăваш халăх поэчĕ Давыдов- Анатри, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, поэтăн икĕ хĕрĕ _ Нарспи тата Сильпи _ те хутшăннăччĕ.
"Кам-ха вăл Митта Ваçлейĕ тата мĕншĕн вăл çак чыса тивĕçнĕ?" _ тейĕ хăшĕ-пĕри çак сумлă та хаклă хăма çине пăхса.
Василий Егорович Митта е Митта Ваçлейĕ _ иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсен вĕçнелле тата 30-мĕш çулсенче Чăваш хутлăхĕнче анлă палăрнă поэт. Пĕрлех, паллă куçаруçă, журналист, фольклорист. Унăн малтанхи сăввисем 1925 çултах республикăри "Сунтал" тата "Ĕçлекенсен сасси" литература журналĕсенче пичетленнĕ. Хăй вара çавсене шăрçаланă чухне (шутлăр-ха!) пурĕ те вун улттăра кăнă пулнă. Паянхи куçпа _ шухăшсăр шкул ачи! Ку та юрĕ тейĕпĕр. Тепрер çултан çакскер поэмăсем (!) çырнă. Хайлавĕсене асăннă кăларăмсемсĕр пуçне, Шупашкарта тухакан "Канаш", "Çамрăк хресчен" хаçатсем те хаваспах пичетленĕ. Хăй те шурă хулана кайсах тăнă, редакцисене кĕре-кĕре тухнă, ĕçялкорсен (уйрăмах "Канаш" хаçатăн) канашлăвĕсемпе съезчĕсене хутшăннă. Поэт ун чухнех чăвашсен паллă поэчĕсемпе Петĕр Хусанкайпа, Рсайпа, Пайменпа, Çаваçпа, Каттайпа тата ыттисемпе паллашса туслă çыхăну тытнă. Кăштахран Çтаппан Лашманĕпе, Краснов-Аслипе тата Краснов-Кĕçĕннипе, Алексей Талвирпе те.
Митта Ваçлейĕ 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче пирĕн районти Аслă Арапуçĕнче чухăн та тĕттĕм хресчен çемйинче çуралса ỹснĕ. Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн, Чăваш Республикине туса хунă çулта, вăл хăйĕн тепĕр икĕ тусĕпе Чĕмпĕр хулине çул тытать, унти чăвашсен педагогика техникумне вĕренме кĕрет. Вăл вăхăтра Шупашкарта та, хамăр тăрăхра та чăваш учителĕсене хатĕрлекен урăх вĕренỹ заведенийĕсем пулман-ха. "Илемлĕ литературăна мĕн ачаранах юратнă темелле, пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех ăна чĕререн кăмăллаттăм. Пушкинпа Гоголь кĕнекисене каçса кайса вулаттăм, юратнă сăвăçсене пăхмасăр калама вĕренеттĕм. Чăваш поэзийĕн ытарайми илемĕпе ("Арçури", "Нарспи" произведенисемпе) паллашни пуçăмра хам вăя виçсе пăхма хатĕрлекен шухăш хускатрĕ: ун пек кĕнекесене çынсемех çыраççĕ иккен, чăвашсен хăйсен те сăвăçсем пур... Чăвашсен Ульяновскри педагогика техникумне кĕнĕ вăхăтра, 1924 çулта, хам сăвăсемпе çырса тултарнă самай хулăн тетрадь пурччĕ ман..." _ çырать Митта хăйĕн автобиографийĕнче.
Чылай классиксен пурнăçне çулсерен мар, уйăхсерен е кунсерен çырнисем пур. Митта Ваçле-йĕн биографĕ республикăри Гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Геннадий Федорович Юмарт шутланать. Пуçласа вăл ентешĕмĕр çинчен 1974 çулта "Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кĕнеке çырса ха- тĕрленĕччĕ. Вăлах асăннă институт никĕсĕ çинче 2004-2005 çулсенче "Митта Ваçлейĕ. Çырнисен пуххи" икĕ томлă кĕнеке (сăвăсем, поэмăсем, куçарусем, очерксемпе калавсем, статьясемпе рецензисем, пĕрлех çырусем, кун кĕнеки тата ытти хăш-пĕр документсем) кăларма пултарчĕ.
Н. ЛАРИОНОВ. Раççей Журналистсен Союзĕн членĕ, Митта Ваçлей преми лауреачĕ. (Вĕçĕ çитес номерсенче).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)