02 марта 2016 г.
Ку таранччен "Авангард" хаçат тусĕсем хăйсен "чун апатне" эрнере икĕ хутчен: юнкун тата шăматкун илсе тăма хăнăхнă. Вуншар çул ĕнтĕ вăл çак çирĕплетнĕ графикпа пирĕн хисеплĕ вулаканăмăрсем патне çитет. Сехĕр ленме кирлĕ мар, эсир малашне те çĕнĕ хыпарсемпе, эсир килĕштерекен статьясемпе икĕ хутченех паллашăр. Анчах ĕлĕкхи йĕркепе мар: ытларикун тата эрнекун. Хамăрăн ĕç йĕркине кăштах улăштарни канмалли кунсенче район центрĕнчи организаци-предприятисем, учрежденисем, ытти ĕç коллективĕсем ĕçлеменни. Урăхла каласан, хаçат тусĕсем пурте çĕнĕ хыпарсемпе вăхăтра паллашччăр тени çеç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)