АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç _ тымарĕпе, этем сывлăхĕпе çирĕп

02 марта 2016 г.

 "Çын вăй-хăвачĕ _ Чăваш Ене аталантармалли чи пĕлтерĕшлĕ тупра. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн граждансен ăнăçулăхне инвестицисем хывмалла. Халăха диспансеризаци ирттерни шăпах çав тĕллеве пурнăçлать. Çынсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласси, чирсене маларах тупса палăртасси тата вĕсене асăрхаттарасси _ паянхи чи пĕлтерĕшлĕ ĕç. Вăхăтра кỹнĕ медицина пулăшăвĕ çынна туллин ĕçлеме тата пурăнма, ачисемпе мăнукĕсене пăхса çитĕнтерме, спортпа туслашма май парать".

Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран. Сывлăх çинчен кунне миçе хутчен аса илместпĕр-ши? Сывлăх мĕн ватăлса виличчен кирлине те пĕлетпĕр. Сывлăх пур пулсан çеç эпир пуян. Анчах тепĕр чухне темшĕн ăна упрама тăрăшмастпăр. Сывлăха вăхăтран-вăхăта тĕрĕслеттерсе тăрасси çине те алă сулатпăр. Çаплах калас килет манăн чир вăраха кайсан çеç тухтăр патне йышăнăва килме пăхакан пациентсем пирки.

Патшалăх медицина çине тимлĕ пăхать. Çулран-çул мĕн чухлĕ çĕнĕрен-çĕнĕ сиплев учрежденийĕсем ĕçе кĕреççĕ. Вĕсенче ку чухнехи оборудованисем вырнаçтараççĕ. Чирлĕ çынсене сыватма мĕн чухлĕ тăкак тухать тата ытти те. Анчах пĕр-пĕр чире маларах тупса палăртни сиплев ĕçĕнче чылай çăмăллăх кỹнине тĕпе хурасшăн мар-ха ытларахăшĕ. Диспансеризаци шăпах çакăнта çăлăнăç кỹрет те. Иртнĕ çул районта 6767 çыннăн сывлăхне витĕр тĕрĕслеттерме пулнă. Эпир ăна тивĕçлипех пурнăçланă. Диспансеризаци тухассине ỹсĕм çулн

е кура йĕркелеме тăрăшатпăр. Кăçал 6820 çын тĕрĕслевре пулмалла. Январь уйăхĕнче вĕсен 7 проценчĕ диспансеризаци витĕр тухрĕ. Пытарма кирлĕ мар, юлашки вăхăтра шыçă чирĕсем палăраканнисен шучĕ ỹсет. Вăл ỹт-тирте, ỹпкере, кăкăрта, вар-хырăмра, ытти органсенче палăрать. Сиплеве вăхăтра пуçăнсан кирек хăшĕнчен те хăтăлма пулать. Чир тупăнни вилĕм приговорĕ мар-çке. Тухтăрсем малалла мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантараççех. Ку енĕпе халăх хушшинче сахал мар калаçу ирттеретпĕр эпир. Сиплев учрежденине килмелли ятарлă уçă алăксен кунне йĕркелетпĕр. Онкологи енĕпе республика диспансерне диагноза çирĕплетме яратпăр.

Сывлăха тĕрĕслеттерессине мĕнрен пуçламалла-ха? Врач амбулаторийĕсенчи специалистсем патне каймалла. Вĕсем тĕплĕн ăнлантарса параççех. Районти тĕп больницăри пĕр-пĕр врач патне йышăнăва кĕрес тесен вара вĕсем патĕнченех электронлă майпа çырăнма пулать. Çак çăмăллăх Пăлапуç Нурăс, Сител, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи тĕслĕхлĕ фельдшер пункчĕсенче те пур.

Сывлăх çине нихăçан та алă сулмалла мар.

В. ФРОЛОВ, районти тĕп больницăри онколог

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика