02 марта 2016 г.
Медицинăра чир-чĕртен сыхланмалли майсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Неврозсемпе кĕрешес тĕлĕшпе те вĕсем нумай пулăшаççĕ. Ача час шăртланни е çилленни хăйне кăна мар, çемьене те, вăл хутшăнакан ушкăна та канăçсăрлантарать. Çитĕнекен ăрăва шкулта вĕренме кансĕрлет. Нервсем пăсăлни ашшĕ-амăшĕн нервисем мĕнле пулнинчен те нумай килет.
Çын психики, уйрăмах ачасен, питех те кăткăс япала. Вĕсенчен кашнийĕшĕ ыттисенчен хăйне май уйрăлса тăрать, çавăнпа та пăхса ỹстернĕ чухне уйрăмшарăн ĕçлемелле. Нервсем хавшанин сăлтавĕ _ унăн системи йĕркеллĕ ĕçлеменнинче. Çавăн чухне вара ача час ывăнать, ырханланать. Вăл сасартăк хумханса каять е кирлĕ мар çĕртех шăпланса ларать. Малтанхи кунсенчен пуçласах кăшкăрать, канăçсăрланса çывăрать, макăрнă чухне каçăхса каять...
Нервсем уçă мар ачасен чĕрĕлĕх çук, вĕсем хăюсăр, хускалма юратмаççĕ, час ывăнаççĕ, çынсемпе питех хутшăнмаççĕ. Ачасен нерв системи хавшанин сăлтавĕсенчен пĕри вăл _ воспитани пĕлтерĕшне хакламанни. Сăмахран, кашнийĕшĕ япаласене тытса пăхасшăн, уçасшăн. Çавна май вылямалли япаласене часах çĕмĕрет, яланхи шăплăха пăсать. Çакă аслăраххисене килĕшмест. Ашшĕ-амăшĕ вара ачисене вĕрентес чухне "ан тĕкĕн", "шăплан", "ан ил", "унта ан лар" теççĕ. Ача ыйту парсан "кай, ан чăрмантар", "ỹссе çитсен пĕлетĕн", "манăн вăхăт çук" теççĕ.
Теприсем ачисене хăйсене пăхăнтарса мĕн хушнине пурне те пурнăçлаттарасшăн. "Эпĕ каларăм", "ан тĕкĕн", "шăплан" теççĕ.
Тепĕр çитменлĕх вăл _ ашшĕ-амăшĕ е аслисем ача мĕн тăвас тенĕ пурне те тума ирĕк пани. Ун пек чухне ỹсекенскерсем темĕн те ыйтма пултараççĕ. Вырăнлă-и вăл, вырăнлă мар, çемьере аслисем ун пирки шутламаççĕ. Тепĕр чухне амăшĕ хирĕçлет, ашшĕ ирĕк парать. Е пĕр-пĕр ĕçшĕн амăшĕ ятлать, кукамăшĕ мухтать.
Теттесем нумай пулни, пĕр вĕçĕмсĕр шавлă вăйăсем, йăпану, сăвăсене пăхмасăр калама вĕренни, юрăсем, юмахсем, ялан аслисем хушшинче пулни питех те ывăнтарать, нерв системине пăхăнтарать. Çакă ачана шăртлантарать, çиллентерет.
Çамрăклах нервсем пăсăлни хăратнинчен, хăрушă юмахсем каланинчен те килет. "Вупăр карчăк килет", "унта кашкăр тытать", "тухтăр килет" тесе хăратма пăхаççĕ. Çакă пачах тĕрĕс мар.
Тăтăшах кино пăхни, театра çỹрени, телевидени передачисем те нерв системине хавшатаççĕ. Пĕр ачана музыка, ют чĕлхесем вĕрентеççĕ, спорт секцине яраççĕ тата ытти те. Вара вăл ялан васкать, пур çĕре те ĕлкĕресшĕн. Кун йĕрки çитменрен нервсем пăсăлаççĕ, йĕркеллĕ çывăраймасть, вăхăтра апатланаймасть, уçă сывлăшра сахал пулать.
Çемьере аслисем пĕр-пĕринпе вăрçăнсан, ĕçкĕпе иртĕхсен те ачасен нерв системи пăсăлать. Ашшĕ киле ỹсĕр таврăнсан, кăшкăрашсан, амăшне хĕнесен ачасен кун йĕрки каллех пăсăлать. Ун пек чухне вĕсен нервисем ăçтан çирĕп пулччăр-ха?
Нерв системи ан хавшатăр тесен мĕн пĕчĕкренех асăрхануллă пулмалла, ачасене пĕлсе, йĕркеллĕ пăхса ỹстермелле. Çакă вăл ашшĕ-амăшĕн чыслă тивĕçĕ.
И. ВАЛЕРЬЕВА, ача-пăча врачĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)