02 марта 2016 г.
Ырă та ăшă чун-чĕреллĕ çынсем çеç врач пулма вĕренсе тухаççĕ пулĕ. Çак шухăшсем манăн районти тĕп больницăра ĕçлекен А. Казачков (А. Ас- траханцева сăн ỹкерчĕкĕнче) шăл врачĕн ĕçĕпе çывăххăн паллашнă хыççăн çуралчĕç. Пултаруллă та хастар, ырă кăмăллă тухтăра кам кăна ырламасть пулĕ! Иртен пуçласа ĕç кунĕ вĕçлениччен хăй патне сипленме пынă миçе çынна ăшшăн йышăнмасть-ши! Пĕрисен сывă мар шăлĕсене кăларать, теприсенне юсать. Сиплевçĕн тĕрлĕ енлĕ ĕçне палăртса та пĕтерес çук. Хăйĕн тивĕçне Анатолий Петрович витĕмлĕ пĕлет.
Тухтăр патне пулăшу ыйтма пыракан нумай. Апла пулин те сиплевçĕ кашнин патне пĕрешкел тимлĕх уйăрать: ватăсене хисеплет, ачасене хĕрхенет, çамрăксемпе юлташла сăмах хушать. Унăн ĕçри пултарулăхĕ, хастарлăхĕ, ăсталăхĕ, ĕçченлĕхĕ, калаçма пĕлни савăнтарать те. Çак енсем çăл куç шывĕ пекех иксĕлми А. Казачковăн. Кăмăлне кура ĕçĕ малашне те ăнса пытăр унăн.
О. ВОЛКОВА, пенсионерка
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)