АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юн пусăмĕ виçеллĕ пултăр

02 марта 2016 г.

Гипертони юн пусăмĕ ỹснипе, сывлăх япăхланнипе палăрать. Ăна пула миокард инфаркчĕ, инсульт пулас, куç сетчатки сиенленес хăрушлăх ỹсет. Чăваш Республикинче гипертонипе чирлĕ 50 пине яхăн çынна шута илнĕ. Çак чирпе аптракансем хăйсене хăйсем пулăшма пĕлни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа тухтăр сĕнĕвĕсен витĕмлĕхне ỹстерме, чир аталанасран хỹтĕленме, пурнăçа лайăхлатма пулать.

Чир ан хавшаттăр тесен мĕн тумалла-ха? Юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Ăна кашни кун виçĕр. Кăтартусене ятарлă тетрадь çине çырса пырăр. Юн пусăмĕ ỹссен васкавлă пулăшăва чĕнмелле. Вăл киличчен 25 мг каптоприл (капотен) е 10 мг коринфар ĕçмелле. Чĕре ыратсан чĕлхе айне нитроглицерин хумалла.

Кунне 4-5 хут ялан пĕр вăхăтра апатланмалла. Çывăрас умĕн ытлашши çимелле мар. Шурă çăкăр, пылак, тăварлă, çуллă апат виçине чакармалла, пахча-çимĕç, улма-çырла куллен усă курсан аван.

Тăвар виçине чакармалла. Вăл апатра тулли мар чей кашăкĕнчен ытла пулмалла мар. Калипе пуян çимĕçсене _ урюк, пăрçа, тинĕс купăсти, типĕтнĕ хура слива, иçĕм, абрикос, персик, хура хурлăхан _ ытларах çимелле. Чĕлĕмпе эрех-сăрана пурнăçран кăлармалла. Сигарет тĕтĕмĕнчи никотин нерв тытăмне пăлхантарать, чĕрене йывăрлăх кỹрет, юн тымарĕсене хĕстерет, юн пусăмне ỹстерет.

Ытларах хусканни вырăнлă. Куллен çур сехетрен кая мар вăтам хăвăртлăхпа утни лайăх витĕм кỹрет. Çуран утнă чухне сывлăш пỹлĕнни, чĕре ыратни пулмалла мар. Кĕлетке виçи пысăк пĕлтерĕшлĕ. Арçынсен хăйсен çỹллĕшĕнчен 100, хĕрарăмсен 105 кăларнă виçе пулмалла. 20 процент ытларах пулни _ самăрлăх.

Ыйхăпа кану йĕркине пăхăнма тăрăшмалла. Талăкра 8-9 сехет- рен кая мар çывăрмалла. Уçă сывлăшра утса çỹрени, урана ăшă шыва чиксе ларни, каçхине çăмăл апат çини, телевизор пăхманни, лăплантаракан курăксенчен хатĕрленĕ чей лайăх çывăрса канма пулăшаççĕ.

Стреса хирĕç тăма пĕлмелле. Ун пек чухне тарăн сывлани, аутогенлă хăнăхтарусем туни пĕлте- рĕшлĕ. Кăмăлсăр лару-тăрăва лексен калаçу темине улăштарăр.

Кун йĕркине пăхăнни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тухтăр çырса панă эмелсене палăртнă вăхăтра ĕçме ан манăр.

И. ШАЙКИНА, участокри врач терапевт

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика