02 марта 2016 г.
Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат редакцийĕ "Çулталăк çынни" конкурса кашни çулах йĕркелет, кандидатсем тăратать. Кăçал çак чыса эпĕ те тивĕçрĕм. Маншăн çавăн пек нумай сасă пуласса кĕтменччĕ те. Район халăхĕ, юлташсем, ĕçтешсем, тăвансем сасăланипе эпĕ "Çулталăк çынни _ 2015" пулса тăтăм. Çак хисеплĕ ята тивĕçме пулăшнăшăн, мана шаннăшăн эпĕ сире пурне те чун- чĕререн тав тăватăп. Эсир пурте çирĕп сывлăхлă, телейлĕ те вăрăм кун-çуллă пулăр. Ыйтусем, усăллă канашсем кирлĕ пулсан кирек-хăш вăхăтра та ман пата пыма пултаратăр.
А. В. КОЛЬЦОВ, Турханти врач амбулаторийĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)